Чăн-чăн спорт 1950 çулсенче вăй илнĕ

28 Çурла, 2014

Совет Союзĕн спортсменĕсем иртнĕ ĕмĕр варриччен тăватă çулта пĕрре ирттерекен Олимп вăййисене нихăçан та хутшăнман. Апла пулин те иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенчех тĕнчери массăллă информаци хатĕрĕсем пирĕн çĕр-шыври хăш-пĕр атлетăн чи лайăх кăтартăвĕ тĕнче рекорчĕсемпе танлашма пуçланине палăртнă.

Мускав çывăхĕнчи пĕр поселокра çитĕннĕ Георгий тата Серафим Знаменский пĕр тăвансен çитĕнĕвĕсем те çавнах çирĕплетеççĕ. 75-80 çул каяллах вĕсем 5000 тата 10000 метрлă дистанцисене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен ирттернĕ X-XIII Олимп вăййисен е Европа чемпионĕсенчен хăвăртрах чупса тухма пултарнă.

Ĕлĕкрех çĕр-шывĕпе палăрнă çăмăл атлетсен ретĕнче чăваш спортсменĕсем те пур. 1928 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри халăхсен I Спартакиадине Йĕпреç районĕнчи Тимофей Петровпа Шупашкарти типографире ĕçлекен Д.Гаврилов хутшăннă. Атăл хĕрринче ÿснĕ, ачаранах унăн чăнкă çыранĕсен айккинче чупма юратнă Д.Гаврилов 8000 метрлă кросс дистанцийĕнче саккăрмĕш вырăн йышăннă. 1910 çулта çуралнă Тимофей Петров республика чысне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланичченех хÿтĕленĕ. 1937 çулта колхозниксен Пĕтĕм Союзри Спартакиадинче Йĕпреçри сĕтел-пукан фабрикинче ĕçленĕ республика чемпионĕ 1000 метра 2 минут та 44,7 çеккунтра чупса тухса пĕрремĕш вырăн йышăннă, çавăншăн Тимахви чи хаклă парне - хут купăс тивĕçнĕ. 1939 çулта вара Т.Петров 1500 метрлă дистанцире Совет Союзĕнчи ял спортсменĕсен чемпионĕ ятне çĕнсе илет. Çав çулсенчех Чăваш Енри чи вăйлă спортсменсем СССР чемпионачĕсенче ăмăртма пуçланă. Тимахви ентешĕ, Йĕпреç районĕнчи Шăрттан ялĕнчи Клавдия Пашкова трактористка 1940 çулта ГТО физкультура комплексĕн нумай енĕпе ăмăртса малтан - республика чемпионатĕнче, унтан Пĕтĕм Союзри турнирта çĕнтернĕ.

Чăваш Енре физкультурăпа спорт 80-90 çул каяллах аталантарма пуçланă-ха, анчах та вăл вăхăтра пысăк çитĕнÿсем тума ăнтăлнă пирĕн ентешсене Европăри çĕр-шывсенче кăна мар, Совет Союзĕнче те пĕлменпе пĕрех. Иртнĕ ĕмĕр варринчен СССР спорт мастерĕн нормативне пурĕ те виçĕ çын кăна пурнăçланă: Етĕрне районĕнчи Михаил Бундинпа Мария Гущина тата Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш ял хуçалăх институчĕн студенчĕ Геннадий Иванов.

Сăр шывĕн сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Ямоз пĕчĕк поселокра çуралса ÿснĕ хăюллă, çивĕч те вăйлă Миша Бундин 1931 çулта Етĕрне хулинчи вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Чул хулари индустри институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта çамрăк студент пĕрремĕш курсрах çăмăл атлетика секцине çÿреме пуçлать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен варринче пирĕн ентеш кĕске дистанцисене чупассипе тата тăршшĕне сикессипе хула чемпионачĕсенче кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи ăмăртусенче те çĕнтерме пуçлать. 1937 çулхи авăн уйăхĕнче Киевра иртнĕ Пĕтĕм Союзри ăмăртура Михаил Бундин 7 метр та 37 сантиметр тăршшĕне сикнĕ, СССР рекордне çĕнетнĕ. Çĕр-шыври чи пултаруллă çăмăл атлетсен ретĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче çавăн пекех Етĕрнери çамрăк педагог, каярахпа Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕ Мария Гущина та пулнă. Вăл республикăри хĕрарăмсенчен чи малтан йĕлтĕрпе чупассипе, çавăн пекех çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн хисеплĕ ятне илнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ /МОК/ Совет Союзĕн атлечĕсене тăватă çулта пĕрре ирттерекен Олимп вăййисене хутшăнма 1952 çулта кăна ирĕк панă. Утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Хельсинкире иртнĕ XV Олимпиадăра 1939-1945 çулсенче тĕнче вăрçинче нимĕçсене çапса аркатнă совет çĕр-шывĕн чысне 295 спортсмен хÿтĕленĕ.

Финляндин тĕп хулинче ун чухне çăмăл атлетсем уйрăмах савăнтарнă. Олимпиадăн иккĕмĕш кунĕнче совет спортсменки Нина Пономарева /Ромашкова/ диска 51 метр та 37 сантиметра ывăтнă. 23 çулти Мускав пики çак хăнăхтарура кăна мар, спортăн ытти енне илес пулсан та, Олимп вăййисен ылтăн медальне çĕнсе илнĕ пирвайхи совет атлечĕ. Ун хыççăн диск ывăтассипе иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Нинăн командăри тантăшĕпе Елизавета Багрянцевăпа Грузи хĕрĕ Нино Думбадзе йышăннă.

1951 çулччен Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăл вăхăтра Канашри учительсем хатĕрлекен институтра пĕлĕвне ÿстернĕ Ардалион Игнатьева Совет Союзĕнчи спорта юратакансем пачах пĕлмен. Çав çулхине 20 çулти яштака каччă кĕске дистанцисене чупассипе пуçласа республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Çавăн хыççăн Ардалион Чăваш Ен чысне Иваново хулинче иртнĕ РСФСР чемпионатĕнче хÿтĕленĕ. Кунта вăл нимĕнле медаль те çĕнсе илеймен, апла пулин те 400 метра 53,4 çеккунтра чупса тухса республика рекордне лайăхлатнă. Унтанпа нумаях та вăхăт иртмен, кĕркунне пуçламăшĕнче Нальчикра Раççей Федерацийĕнчи ял спортсменĕсен I Спартакиади уçăлнă. Шăпах çакăнта пуçланнă та ĕнтĕ Чăваш Республикин чăн-чăн пысăк спорт аталанăвĕн историйĕ.

Кабарда-Балкар АССР тĕп хулинче хаяр вăрçă вĕçленнĕ хыççăн тепĕр ултă çултан ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри Спартакиадăра Чăваш Ен спортсменĕсем автономиллĕ республикăсен пĕрлештернĕ командисен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, çур метрлă илемлĕ йывăр кубока тивĕçнĕ. Вăл паян - Чăваш наци музейĕн чи хаклă экспоначĕсенчен пĕри. Историллĕ çак спартакиадăра çăмăл атлетсен тата велосипедистсен командисем те палăрнă, пуринчен те нумайрах очко пухса пĕрремĕш вырăна тухнă.

Çĕнтерÿçĕ-команда чысне Елчĕк районĕнчи çамрăк учитель Ардалион Игнатьев, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи аслă пионервожатăй Георгий Яшмейкин, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри Расих Камалетдиновпа Рассых Бикчурин, Вăрмар районĕнчи Генриэта Юрьева çăмăл атлетсем, Муркаш районĕнчи Борис Тютиновпа Анна Голубева, Патăрьел тăрăхĕнчи Минсенит Юсуповпа Вера Стеклова велосипедистсем уйрăмах лайăх хÿтĕленĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ дистанцие пĕрремĕш е иккĕмĕш вырăнсене йышăнса ылтăн е кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Кăçалччен Олимп вăййисенче пурĕ 38 чăваш спортсменĕ ăмăртнă. Пирĕн халăх пĕрремĕш олимпиецпа, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕпе, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕпе А.В.Игнатьевпа уйрăмах мăнаçланать. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă ăслă çынччĕ Ардалион Васильевич. Унăн çутă тĕслĕхĕ пин-пин яшпа хĕре спортпа туслă пулма хавхалантарнă.

Вăл Раççейри пысăк спорта 1951 çулта вирхĕнсе кĕнĕ пулсан тепĕр çулхинех вара СССР чемпионатĕнче 400 метрлă дистанцире çĕнтерсе XV Олимп вăййисене хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Хельсинкире Ардалион малтанхи чупура стандионти пĕр çаврăма 48,1 çеккунтра вĕçленĕ те чĕрĕк финала тухнă. Кунта вăл Совет Союзĕн рекордĕнчен лайăхрах вăхăт кăтартнă - 48,0. Çурма финалта та рекордпа савăнтарнă Елчĕк районĕнчи Тăрăмри тулли мар вăтам шкул учителĕ А.Игнатьев. Спринтерсен чи йывăр дистанцине Ардалион 47,4 çеккунтра /каллех СССР рекорчĕ/ вĕçленĕ, анчах та пиллĕкмĕш вырăн кăна йышăннă.

Пирĕн мухтавлă ентеш, 1952 çулхи кĕркуннерен пуçласа шăп вун пилĕк çул Ленинградра пурăннă пулин те Совет Союзĕнчи, Европăри тата тĕнчери кашни пысăк ăмăртура тăван республика тата çĕр-шыври «Урожай» физкультурăпа спорт обществин чысне хÿтĕленĕ. 1960 çулччен Ардалион Васильевич 200, 400 метрлă дистанцисенче тата эстафетăра ăмăртса СССР чемпионĕн ылтăн медальне вун пилĕк хутчен çĕнсе илнĕ, çĕр-шыв рекорчĕсене 39 хутчен çĕнетнĕ.

Шăп 60 çул каялла, 1954 çулхи çурла уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче Швейцари тĕп хулинче Бернта çăмăл атлетика енĕпе Европăн V чемпионачĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Аслă Британи, Германи, Чехословаки, Венгри, Польша, Франци, Итали тата ытти çĕр-шыв командине хыçа хăварса СССР атлечĕсем пуринчен нумайрах очко пухса пуçласа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Европăри, çавăн пекех тĕнчери массăллă информаци хатĕрĕсем çав кунсенче чăваш каччин, Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ физкультура институчĕн студенчĕн Ардалион Игнатьевăн çитĕнĕвĕсене уйрăммăн палăртнă. 23 çулти пирĕн ентеш континент чемпионачĕн пĕрремĕш кунĕнче 200 метра 21,1 çеккунтра чупса тухнă, Хаас Фюттерер нимĕçе пурĕ те пĕр утăм выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тепĕр икĕ кунран Совет Союзĕнчи чи вăйлă спринтер 400 метрлă дистанцире 18 çĕр-шыври вăтăр атлетпа пĕрле вăй виçсе, пĕр çаврăма 46,6 çеккунтра вĕçлесе Европа чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Финляндин чи вăйлă спринтерĕ В.Хеллстен дистанцие 47,0 çеккунтра вĕçленĕ. Виççĕмĕш призер, тăватă çул маларах Европа чемпионĕ пулнă К.Ф.Хаас нимĕç пирĕн ентеше пĕр çеккунт выляса янă.

XVI Олимп вăййисем Австралин тĕп хулинче 1956 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 8-мĕшĕччен тăсăлнă. Совет Союзĕн чысне 400 метрлă дистанцире каллех пирĕн ентеш, çĕр-шыв тата Европа рекордсменĕ Ардалион Игнатьев хÿтĕленĕ. Чи малтан старта Ленинградри студент шăпах хăй çуралнă кун, чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухнă та пĕрремĕш вырăн йышăнса чĕрĕк финалта ăмăртма путевка çĕнсе илнĕ. Чĕрĕк финалта та, çурма финалта та 46,8 çеккунт вăхăтпа пĕрремĕш вырăн йышăннă 26 çулти чăваш атлечĕ. Финалта вара, шел те, чее американсемпе нимĕçсен тактика ултавне вăхăтра пĕлеймесĕр АПШ рекордсменĕ Чарльз Дженкинс тата К.Ф.Хаас /ФРГ/ хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

1967 çулта легендарлă чăваш атлечĕ Нева хĕрринчи шĕкĕр хуларан яланлăхах Шупашкара куçса килчĕ. Хăй вăхăтĕнче Ардалион Васильевич тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче тата çăмăл атлетика енĕпе тăван республикăн аслă тренерĕнче ĕçлерĕ. Унăн вĕренекенĕсем тата ытти паллă чăваш олимпиецĕ çинчен çитес кăларăмра каласа парăпăр.

Петр СИДОРОВ,

Раççей Федерацийĕн физкультурăпа

спорт отличникĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.