Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем… республика тулашĕнче пурăнаççĕ

21 Юпа, 2019

Ÿссе çитсен, кайăк чĕпписем пек, пурте атте-анне килĕнчен вĕçсе тухса каятпăр. Ачаран тĕвĕленнĕ пуçра çак шухăш. Анчах та манăн, ах, каяс килместчĕ хулана. Çук, çывăх çыннăмсен хÿттинче ăшă та хăтлă пулнипе кăна мар. Вулакан пуçне темĕн чухлĕ çĕмĕрсен те сăлтавне тупаяс çук, çавăнпа асаплантармасăр тÿрех калам — йăлтах… ĕнепе çыхăннă. Ара, хулари хваттерте усраймастăн вĕт-ха ăна. Сĕт-турăхне, чăн та, лавккара та туянма пулать-ха, апла тăк, ĕнине усрамасассăн та юрать. Анчах та ырри, ĕне ырри! Ăна лавккара сутмаççĕ. Эпĕ вара ăна вилсе каясла юрататăп. Ĕне ырри çимесĕр мĕнле ирттерес ĕмĕре? Республикăран тата регион тулашĕнчен килнĕ чи маттур та пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсен тупăшăвне пăхса вĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ май шăпах аса килчĕ те пархатарлă çак çимĕç.
Чăваш наци конгресĕн хĕрарăмсен комитечĕ кăçал пĕрремĕш хут, тÿрех — регионсен шайĕнче, «Хĕрарăм, сан умăнта пуçа таятăп» конкурс-фестиваль йĕркеленĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕн кунне — ăна юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă тăваççĕ — халалланă. Унта республикăри районсемсĕр пуçне Чĕмпĕр, Пенза, Ленинград облаçĕсенчен тата Пушкăртстанран килнĕ хĕрарăмсем хутшăнчĕç.
Çемье ăшшин управçисем
малтанах хăйсем чăнласах тĕпел
ăстисем иккенне ĕнентерме тă-
рăшрĕç. Пушкăрт Республикин-
чи Пăслăк ялĕнчен çитнĕ Ирина
Игнатьева куракан кăмăлне пыл-
лă сăрапа çавăрчĕ. Çавăн пекех
пушкăрт тăрăхĕнчи апат-çимĕç,
йăва, тултармăш илсе килнĕ вăл.
Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассин-
чен килнĕ Ева Петрова — вырăн-
ти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.
«Чăваш апачĕ — сĕт-турăх, çĕр
улми — пулсан урăх мĕн кирлĕ
пире?» — тет вăл çав вăхăтрах тă-
варланă кăмпа, купăста, пан ул-
мипе пĕçернĕ хур тутанса пăхма
сĕннĕ май. Тутлă пĕçерме вара
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра пи-
четленекен рецептсем пулăшни-
не пĕлтерет. Алевтина Челноко-
ва Тутар Республикинчи Элмет
тăрăхĕнчен 8 çул каялла Ленин-
град облаçне куçса кайнă, трам-
вай кондукторĕнче ĕçлет. Вăл
хуплу пĕçерсе килнĕ. Канашсем
— чăкăтпа, Муркашсем тăпăрчă
икерчĕпе жюри кăмăлне çавăрма
ĕмĕтленеççĕ. Ытти район сĕтелĕ
те пуян çимĕçпе авăнса тăрать…
Уява уçнă май ЧНК прези-
денчĕ Николай Угаслов тĕпел
хуçи хĕрарăм пулнине палăртрĕ.
Тĕпелте — вучах, çавăнпа унта
ăшă, хĕрарăм та, ахăр, çавăн-
пах ăшăлăх палли. Чăваш Респу-
бликинчи Халăхсен ассамблей-
ин ертÿçи Лев Кураков хăйĕн сă-
махĕнче пирĕн хĕрарăмсем пек-
кисем урăх ниçта та çуккине çирĕ-
плетрĕ. Чăваш тĕрри, çи-пуçĕ,
çаплах ĕнтĕ, урăх ăçта пултăр?
Çавăн пекех çемье телейĕн вăрт-
тăнлăхне те палăртрĕ вăл: «Хĕра-
рăм вăрçать-и? Апла тăк, хирĕç
йăл кулăр кăна, мăшăра чуп тума
ан манăр — вара çемьере яланах
килĕшÿ хуçаланĕ». Чăваш Ре-
спубликинчи Хĕрарăмсен союзĕн
ертÿçи Алевтина Федорова кон-
курсанткăсене ăнăçу сунчĕ.
Конкурса хутшăнни хăех çитĕнÿ
пулнине палăртрĕ те Алевтина
Николаевна, килĕшмеллех унпа.
Кашни чăваш хăй патша пулсан
/çапла калама юрататпăр вĕт
эпир/, фестивале хутшăннă каш-
ни хĕрарăм хăй — пĕр тĕнче. Пур
енчен те, анчах та хăйне май, пул-
таруллă вĕсем, кашниех 2-3 ача
амăшĕ. Хăйсемпе тата çемйисем-
пе паллаштарнă май уçăмланчĕ
çакă. Хастарскерсем ку таранч-
чен те тĕрлĕ конкурса хутшăн-
са дипломсемпе хисеп хучĕсене
тивĕçнĕ. Аллисем — ăста, чĕлхи-
сем — сăнарлă. «Кĕрхи çил эреш-
мен картине салатнă пек йывăр
шухăшсене сиртĕр, кĕрхи çумăр
çуса тасаттăр», — тет хăй чăнла-
сах çут çанталăк ырлăхĕнче ки-
леннипе çырлахмасăр ăна сăна-
ма юратнине çирĕплетсе Ева Пе-
трова. Хăшĕсем вара хăйсем кăна
ăнланакан сăмахсемпе те усă
курчĕç. Ирина Игнатьева «нăклă»
хуçалăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
Сĕнтĕрвăрринчен çитнĕ Ирина Ку-
дряшова вара çуллахи ĕçпе пал-
лаштарнă май «шăрăхса вилетĕп
пуль» тесе пăшăрханчĕ.
Хĕрарăмсем хăйсен тăрăхĕнче
упранса юлнă халăх йăли-йĕрки
çинчен каласа кăтартрĕç: туй, ĕне
ырри, ача чăкăчĕ, ача çурални…
Кăсăклă самантсене те асăнчĕç
хĕрарăмсем. Сăмахран, хушпу тă-
рăх хĕрарăм миçе амăшĕ пулни-
не пĕлме пулать иккен. Ĕне ырри-
не вара кÿршĕ-аршăпа пĕрле пу-
хăнса çинĕ. Хăнасенчен кашниех
çăкăрпа пынă. Ача çуралсан ун
ячĕпе чÿк тунă май шуратнă çăка
патакĕпе çăмарта ватнă. Такана-
на укçа янă — пуян пултăр. Пуç
айне хачă хунă – лăпкă çывăртăр.
Çамки çине хĕрес хывнă — куç ан
ÿктĕр. Тин çуралнă ачана хăвăр-
трах ят пама васкатать эпи кар-
чăк: «Этем васкамасан — шуйт-
тан ят хурса кайма пултарать».
Шупашкар районĕнчен килнисем
асламăшĕ вĕрентсе хăварнине
пухăннисем патне те çитерчĕç:
«Кăшарнире алăк, чÿрече çине
хĕрес хывмалла, Мăнкунра —
çĕнĕ, Çимĕкре таса кĕпе-йĕм тă-
хăнмалла». Чĕмпĕр тăрăхĕнчен
килнисем хăйсем ача чăкăчĕн йă-
лине халĕ те пăхăннине каларĕç.
Конкурсăн пултарулăх пайĕн-
че те хĕрарăмсем пĕри теприн-
чен маттуртарах пулнине ĕнен-
терчĕç. Çапах та Надежда Нико-
норовăна çитекен пулмарĕ. Ка-
нашри Кăшнаруйран килнĕскер
каласа кăтартнă май такмакларĕ,
«Хĕлхем» ушкăнпа пĕрле юрларĕ
— сăмахĕсем йăлт «к» саспал-
лирен пуçланакан текста хĕра-
рăм хăй хайланă. 75 çултискер
шÿтлеме те ăста. «Хам клубра
пĕр кун та ĕçлесе курман, çапах та
пирĕн йăхăн культура тытăмĕнчи
ĕç стажĕ 100 çултан та иртрĕ»,
— çакна хĕрарăм шÿтлемесĕрех
пĕлтерчĕ. Малалла....

www.hypar.ru

Рита Арти.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.