Чaх-чĕпе - тимлĕх, çемьене - татулăх
«Кил-çурт, хушма хуçалăхăн» кăçалхи пĕрремĕш номерĕнче Кохинхин, Брама, Орпингтон ăратлă чăхсем çинчен çырса кăларсан пирĕн редакцие çак чăхсемпе кăсăкланса çырусем йышлăн килчĕç. Ăçта тупса илмеллине ыйтса çыракансем те пур. Пĕр адреса пĕлетĕп-ха, анчах вĕсем хăйсене валли çеç тытаççĕ. Чăх-чĕп фабрикисенче тĕрлĕ ăратлă чăхсем усрамаççĕ иккен. Тимлесех шырама тиврĕ тĕрлĕ чăх-чĕп тытакансене. Шыракан тупать теççĕ те - тупрăм...
Ивановсем патне пĕрремĕш хут шăнкăравласанах автан авăтни çине-çинех илтĕннипе хĕпĕртерĕм. Хăйсемпе курнăçас кăмăл çирĕпленчĕ. Калаçса татăлнă кун Шупашкар районĕнчи Хăймалакасси ялĕнче пурăнакан Ивановсем патне çул тытрăм.
Çемье Хăймалакасси ялĕнче тĕпленни икĕ çул çеç-ха. Унччен вĕсем Йĕпреç районĕнче, унтан Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче пурăннă. Пур çĕрте те хăйсем лайăх пĕлекен ĕçе - чăх-чĕп ĕрчетессине аталантарса пынă. Хутшăннă çынсене, пĕлĕшсене çак ĕçпе кăсăклантарма пикеннĕ, хăшĕсем хăйсем те халĕ килĕсенче интереслĕ ăратлă чăхсене тытаççĕ. Сăмаха кил хуçи хĕрарăмĕпе пуçларăм,
- Екатерина Владимировна, сире чăх-чĕп ĕрчетессипе кам «чирлеттернĕ».
- Манран пуçланнă темелле ĕнтĕ. Аттепе анне эпĕ пĕчĕк чухне Саратов облаçне куçса кайрĕç. Ĕçре хастар чăвашсем. Унта та тăрăшулăхпа палăрнă. Аннене çĕнĕ «Беларуç» трактор шанса парсан колхозри арçынсем ăмсанман мар.
Каярах, 90-мĕш çулсенче хуçалăхсем саланма пуçласан çемье фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕ. Темиçе гектар çĕр, тĕрлĕ выльăх, чăх-чĕп тытатчĕç. Манăн вара яланах тăван Чăваш çĕрне таврăнас килетчĕ. Кукамай патне килсе пурăнаттăм. Çапла мана атте-анне Йĕпреç районĕнче çурт туянса пачĕç. Хам çап-çамрăк - 17-ре çеç. Саратов облаçĕнчи чăх-чĕп фабрикинчен чăх-чĕп кÿрсе килчĕç. Ахальлисене мар, тĕрлĕ ăратлисене. Кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕçе вĕрентекен литература - пĕр çыхă. Вула, вĕрен, ĕçле. Çавăнтан пуçланчĕ те, - калаçать кăмăллă та вăр-вар кил хуçи хĕрарăмĕ Екатерина.
- Хăймалакассинче икĕ çул пурнатпăр тетĕр. Кунта ăçтан килсе вырнаçрăр. Пĕлĕшсем пулăшрĕç-и.
- Мăшăрпа Алексейпе пурнăç çулĕпе утма пуçланăранпа сакăр çул. Таçта та пурăнма тиврĕ çак хушăра. Мускавра та, Йĕпреçре упăшка килĕнче, çак районти Тарăнварти хамăн çуртра, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче кукамай килĕнче. Ялта кирек ăçта пурăнсан та чăх-чĕп тытассине пăрахман. Паллах ун чухне хамăра валли çеç пулнă. 8 çул каялла путене ĕрчетсе пăхас терĕмĕр. Вĕсен чĕпписене кăларма инкубатор кирлĕ, туянтăмăр. Путене ĕрчетсе сутма пуçларăмăр. «Килте те путене тытма пулать-и.» - тесе малтанлăха халăх тĕлĕнетчĕ. Путене пирки, унăн çăмартин сиплĕхĕ пирки мĕн чухлĕ каласа паман-ши çынсене. Вĕсен çăмарти сахăр диабечĕпе аптракансемшĕн, чĕре чирĕпе нушаланакансемшĕн питĕ усăллă. Вăл юнри холестерина виçере тытма пулăшать, юн çăралăхне йĕркелет, пĕчĕк ачасемшĕн юрăхлă диета апачĕ шутланать.
Каярахпа Саратов облаçĕнчен пирĕн ĕç йĕркеленсе пынине кура атте-анне каллех паха ăратлă чăх-автан кÿрсе килчĕç. Çапла аталанса пыратпăр.
Халĕ вĕсен хуçалăхĕнче мĕн тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк çук пулĕ. Кохинхинпа Брама, Орпингтон - кусем аш-какай валлилĕх те, çăмарта валлилĕх те лайăх. Унсăр пуçне илемĕшĕн тытаканнисем те пур, Бентамка, Китай пурçăнĕ /шелковые/. Ку чăхсем пĕчĕк пулсан та çăмарта аванах тăваççĕ иккен. Илемĕшĕн çеç тесе калаймăн.
Картишĕнче çуркунне ăшшипе киленсе тĕрлĕ ăратлă автансем мăнаçлăн уткаласа çÿретчĕç. Бентамка автанĕ, ытарма çук илемлĕскер, пĕчĕкскер, ыттисемпе ăмăртмалла шăрантарать çине-çинех. «Пит мăнаçлă вăл, леш пысăккисене те хирĕç тăма хăрамасть. Сиксе, вĕçсе тапăнать хăйне кÿрентерекене», - калаçать кил хуçи картишĕпе паллаштарнă май. Ивановсем цесарка, путене, индоутка, кăркка... тытаççĕ.
- Пĕрремĕш хут куратăп чĕрĕ цесаркăсене. Питĕ кăсăк. Чăвашла ячĕ мĕнле-ши.
- Вĕсене XIX ĕмĕрте Раççей патши I Николай хушăвĕпе ятарласа Африкăран кÿрсе килнĕ. Европа модипе. Цесарка - ирĕклĕ кайăк. Пирĕн тăрăхра вăрмансенче лайăх ĕрчесе кайнă, цесарка сунарне çÿренĕ. Ку - историрен. Чăвашла ячĕ çавăнпа çук-тăр. Цесарка - питĕ йăрă кайăк. Лайăх ĕрчет. Ирĕке тухса тĕм айĕнче йăва туса, çăмартисене пусса ларса хăех чĕпĕ кăларма пултарать. Чĕпписене киле ертсе килет. Апата тиркемеççĕ çак кайăксем. Çулла курăк, ÿпре-шăна, кăпшанкă тытма пит ăста. Шăрăхра хăйсене лайăх туяççĕ. Хĕлле сивĕрен хÿтĕлемелле паллах. Витере 15 градус ăшă пулсан, çутă вăхăтне кирлĕ пек йĕркелесен хĕле кĕричченех çăмарта тăваççĕ. Цесарка çăмарти путененни пекех питĕ сиплĕ. Кăшт шултрарах. Тĕрлĕ чирпе нушаланакансемшĕн чăн-чăн çăлăнăç. Ку тĕлĕшпе диетологсем çирĕплетсе панисем пур, - темĕн чухлĕ каласа пама хатĕр Алексей хăйĕн тусĕсем çинчен.
- Мĕнле тăрантаратăр кун чухлĕ кайăк-кĕшĕке. Пăхма йывăр мар-и.
- Шупашкар инçе мар, Ишек те çывăхрах. Ирĕш, тырă, комбикорм туянатпăр, пахча çимĕç пĕçерсе çитеретпĕр. Хуть те мĕнле выльăха пăхасси те яваплă. Эпир чăх-чĕп ĕрчетме лайăх вĕренсе çитрĕмĕр те çак ĕçех аталантарасшăн. Вĕсем те пире хăнăхнă, пачах ютшăнмаççĕ. Читлĕхсенчен уçăлма кунсеренех кăларатпăр та хул пуççи çинех хăпарса лараççĕ. Ку ĕçе хăнăхайăп-ши теттĕм малтанах. Катя ертсе пынипе пĕчĕккĕн вĕрентĕм. Халĕ унран кая мар ăшталанатăп килти чĕрчунăмăрсемшĕн.
- Килнĕ чухне сирĕн пысăк чăх вити пулĕ тенĕччĕ...
- Кунта икĕ çул çеç пурăннипе пысăк витесем тăваймарăмăр-ха. Кăçал çĕнĕ витесем çĕклес шухăш пур, хăватăмăр çитсен.
Халĕ виçĕ витере чăх-чĕп валли кирлĕ услови туса панă. Тĕрĕссипе, чăх-чĕп çитĕнтерес текенсене калатăп, вĕсем валли ятарлă пысăк вите кирлех те мар. Ăратлисем те эпир хăнăхнă ытти чăхсем пекех. Хĕлле витери температурăна кирлĕ пек йĕркелемелле, тирпейлĕхе, çутă режимне пăхăнмалла çеç.
- Ăрат тасалăхне тытса пырас тĕлĕшпе мĕнлерех.
- Кашни ăратăн хăйĕн читлĕхĕ. Çăмартисене уйрăмшар курупкăсене пуçтаратпăр, çырса палăртатпăр. Автансене ăратлăх фабрикисенче çĕнетсе тăратпăр. Икĕ хутчен Чăваш Республикин ялхуçалăх выставкине хутшăнтăмăр - 2010 тата 2013 çулсенче. Ялхуçалăх министерстви ăратлă чăх-чĕп ĕрчетес ĕçри çитĕнÿсемшĕн Диплом парса хавхалантарчĕ. Ăратлăхăн аттестаци паллисем пур. 2013 çулта ялхуçалăх куравĕнче 5 ăрата /цесарка, бентамка, путене, мускус кăвакалĕ, çара пĕсехеллĕ чăх/ I-мĕш вырăнпа палăртрĕç, тепĕр пилĕк ăрат - II-мĕш вырăн.
- Чăх-чĕп ĕрчетекен ытти ăстасемпе хутшăнатăр-и.
- Паллах. Республикăра интереслĕ ăратлă чăх тытакансене чылайăшне пĕлетпĕр.
- Хăвăр сутнă чăх-чĕпе туянакансемпе кайран çыхăну тытатăр-и.
- Туянакансене чăх-чĕпе мĕнле пăхмаллине тĕплĕн ăнлантаратпăр. Телефон номерне паратпăр /8-961-342-00-88/. Туяннă хыççăн шăнкăравласа канашлакансем чылай. Никама та хуравсăр хăварман пек.
Ивановсем патĕнче куна кунларăм темелле. Эпĕ çитнĕ чухне шăпах чăх туянакансем пынăччĕ. Икĕ тĕслĕ чăх илме пынăскерсем тем тĕрлине те туянчĕç. Тивĕçлĕ ăнлантарса пани, яваплăха туйса сутă туни кама ан килĕштĕр. Шăнкăравсем те килсех тăни хуçасен ĕçĕ чăннипех кирлине çирĕплетрĕç.
Ивановсен тепĕр енне, паттăрлăхне тесен те юрать, асăнмасăр хăварас килмест. Çак ĕçчен çемье 5 ача çитĕнтерет. Асли Валентина 13 çулта, республика пуçлăхĕ М.Игнатьев çуралса ÿснĕ яла - Янăша - вĕренме çÿрет, Елисей - иккĕмĕшĕ, 7 çулта, кĕркунне шкула чупма пуçламалла. Илюша 5, Анастасия 3, Василиса 2 çулсенче. Ачасем те ашшĕ-амăшĕ пекех вăр-вар пулни сисĕнчĕ. Урама уçăлма тухмашкăн пĕчĕкскерсем хыпаланса тумланаççĕ. Ачасем чăх-чĕпе апатлантарма пулăшасшăн тăрмашаççĕ. Урама тухсан инçетре ан çÿреччĕр тесе ашшĕ капăр чуччу лартса панă. Хăйăр карти пур. Халĕ кÿршĕри ачасем те Ивановсен тĕлнелле пуçтарăнаççĕ-мĕн. Ачасем куç умĕнче пулсан чунра лăпкă.
Ивановсем - хăйсен тăрăшулăхĕпе пурнăçа йĕркелесе, малашлăха ăнтăлса пурăнакан çемье. Вĕсем ялхуçалăхĕнче патшалăх тытса пымалли ĕçĕн пĕчĕк пайне хăйсем çине илнишĕнех тав сăмахне тивĕçлĕ. Ял пурнăçне аталантарассишĕн тăрăшнинче вĕсен тÿпи пуррине хыпарлама кăмăллă.
Эльвира ИВАНОВА.
Комментари хушас