Çĕртме уйăхĕнчен лагерьсем уçăлма пултарĕç

25 Çу, 2020

Ача-пăча çуллахи кану тата сывлăха çирĕплетмелли лагерĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен уçăлма пултараççĕ. Кун пирки паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтернĕ.

Ачасен канăвне йĕркелекен ведомствăсене ку ĕçпе çине тăрса тимлеме ыйтнă.

Çак йышăнăва вĕрĕнÿ тĕлĕшпе ирттернĕ Раççейри канашлăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн тунă. Унта Владимир Путин Президент хутшăннă. Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăх пулсан Роспотребнадзор тата Çут ĕç министерстви утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен лагерьсем уçма сĕннĕ.

Паянхи канашлура ку ыйтăва сÿтсе явнă май сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов чи малтан лагерьсене медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтерессине тимлесси пирки каланă. Тĕслĕхрен, медикаментсем, хÿтĕленмелли япаласем, уйрăм пÿлĕмсем кирлĕ пулĕç. "Çав вăхăт тĕлне коронавирусран хăтăлса пĕтеймĕпĕр - çакна пурте ăнланаççĕ. Чирлисен хисепĕ чаксан та лагерьсене хута янă чухне ятарлă режима шута илмеллех" - тенĕ ведомство ертÿçи. Олег Николаев ку ĕçе тĕплĕн хатĕрленме, кирлĕ тĕк финанс тĕлĕшĕнсен корректировка тума каланă: ачасен сывлăхĕ тĕп вырăнта пулмалла.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН хатĕрленĕ. Сheboksary.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас