Çĕрпÿ районĕнчи ал ăстине Страсбурга чĕннĕ

16 Юпа, 2018

Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнчи Оксана Владимирова Пĕтĕм Раççейри ал ăстисен «Хĕрарăм аллипе» фестивале хутшăнса финала лекнĕ.

Хусанта иртнĕ фестивале тĕрлĕ регионти 86 маçтăр пуçтарăннă. Вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне ăсталăх класĕсем те ирттернĕ. Финала 15 хĕрарăм лекнĕ. Пултаруллăскерсене Хисеп хучĕпе чысланă, Францири Страсбург хулине йыхравланă. Пĕтĕм тĕнчери «Хĕрарăм аллипе» форум шăпах унта чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче иртмелле.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Оксана ВЛАДИМИРОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас