Çĕрпÿ район администрацийěн пуçлăхĕн тивĕçěceне Алла Волчкова пурнăçлать

Иртнĕ эрнеренпе, пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнченпе, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçěceне Алла Волчкова пурнăçлать. Çывăх вăхăтра райадминистраци пуçлăхне палăртмалла.

Районăн сити-менеджерĕнче ĕçленĕ Александр Казаковăн полномочийĕ вĕçленнĕ. Çавна кура ăна Депутатсен пухăвĕн черетсĕр XII ларăвĕнче ĕçрен кăларма йышăннă. Пуçлăха суйличчен лава тытса пыма райадминистраци пуçлăхĕн заместительне - вĕрентÿ тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхне Алла Волчковăна шаннă.

Паян Чăваш Ен Пуслăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпу район администрацийĕн пуçлăхне палăртакан конкурс комиссине çирĕплетесси çинчен хушу кăларнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас