Çĕрпе сухапуç уявĕ шавлăн та хаваслăн иртрĕ
15 Jun, 2016 | Культура | Акатуй

Комсомольски тата Канаш районĕсенче çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ Акатуя республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна хутшăнчĕç.

Ĕç, юрă-ташă тата спорт уявĕ ял хуçалăх техникине, районта туса кăларакан тавара, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем йĕркеленĕ экспозицисене кăтартнинчен пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Комсомольски ялĕнче пуçтарăннисене çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тав турĕ. "Акатуй хресчен ĕçне, тăван çĕр çинче тар юхтарса вăй хуракансене чыслать, — терĕ. — Чăвашсем йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пурăннине çирĕплетет".

Хăйĕн сăмахĕнче республикăн агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. "Паян хресченсем çитĕнтерекен ял хуçалăх продукцине хамăр çĕршывра çеç мар, чикĕ леш енче те сутма пулать. Çавăнпа ăна ытларах туса илмелле, — ертÿçĕсене чĕнсе каларĕ М.Игнатьев. — "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа çĕнĕ технологисемпе пысăк хуçалăхсенче çеç мар, пĕчĕккисенче те усă кураççĕ. Çĕр ĕçĕнче ăнăçу тума паян пĕтĕм май пур. Тухăçлă ĕçлесе паха продукци хатĕрлемелле, ăна сутассишĕн Раççейпе унăн тулашĕнчи рынока çĕнсе илмелле".

Элпуç ял тăрăхĕнче кăçал пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çуртне уçассине, Тăманлă Выçлире ФАП хута ярассине, Тури тата Анат Тимĕрчкассисене çыхăнтаракан автоçула тĕпрен юсассине пĕлтерчĕ. "Районта мăйракаллă шултра выльăх шутне ÿстерессе шанса тăратăп, — терĕ. — Чăвашсене çутта кăларассишĕн пурнăçне панă Иван Яковлев: "Раççее шанăр, юратăр, сирĕншĕн вăл аннĕр пулĕ", — тенĕ. Раççей кунĕ умĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак шухăша аса илтерес килчĕ. Патриарх сăмахĕсене асра тытса, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн политикине пурнăçлассишĕн тăрăшса, çĕршыв тата вăйлăрах пултăр тесе сирĕнпе пĕрле мĕн кирлине пурне те тăвăпăр".

Акатуйра ăмăртура малта пыракансене чысларĕç. ЧР Пуçлăхĕ "Асаново" ЯХПК председательне Александр Бахтерова "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Ракчеева "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" мухтав паллисене, "Комсомольскагропромхими" ООО трактористне Николай Дряблова тата Хирти Сĕнтĕрти хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине Григорий Прокопьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тата алла çыхмалли сехет пачĕ. Вĕсем çак наградăсене АПКра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тивĕçнĕ. "Рассвет" ЯХПК слесарĕ Николай Ульдин, Фиргат Хайртдинов фермер пурăнмалли вырăна лайăхлатмалли свидетельство илчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин экономикăпа социаллă пурнăçăн кăçалхи 5 уйăхри аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Чăн та, ырă ĕç чылай. Çапах та вĕсенчен çакна уйрăммăн палăртас килет: кăçал пĕлтĕрхинчен тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ — 6, çĕрулми 2 процент пысăкрах. Аш-какай иртнĕ çулхи 5 уйăхринчен нумайрах, сĕт çавăн чухлех туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шутне кăштах ÿстернĕ.

Михаил Игнатьев тата унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна Канаш районĕн Акатуйне те çитрĕç. "Канашсем хăйсен ĕçчен те ăслă-тăнлă çыннисемпе мухтанма пултараççĕ, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсене ертсе пыракансемпе вĕсенче тăрăшакансене, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсене лайăх кăтартусемшĕн тав туса. — Канашсем — маттурсем, сирĕн мăнаçланмалли пур".

Ÿсĕме тивĕçлипе палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсене те кăтартрĕ. Районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 12 пин гектар ытла çĕрпе тухăçлă усă курмаççĕ. "Ун пек лаптăк Комсомольскисен пĕр гектар та çук", — терĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов пухăннисене уй-хир ĕçĕсене еплерех пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Унăн сăмахĕнчен пĕтĕм йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шутне 2015 çулхи 5 уйăхринчен 4,8 процент ÿстернине ырăпа палăртас килет.

М.Игнатьев Канашри ăратлă кайăк-кĕшĕк завочĕн тĕп зоотехникне "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" хисеплĕ ят паллине, Киров ячĕллĕ ЯХПК фермин заведующине Ираида Алексеевăна, Александр Владимиров фермера, Шăхасанти "Универсам" лавкка сутуçине Надежда Агафоновăна, Канаш мехколоннин ĕç пурнăçлаканне Сергей Васильева ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне тата алла çыхмалли сехет пачĕ.

Комсомольски тата Канаш районĕсен Акатуйне хутшăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов саламларĕç, Патшалăх Канашĕн тата "Единая Россия" партин регион уйрăмĕн наградисене парса хавхалантарчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ