Çĕр те макăрать...

4 Ака, 2017

Çуркунне ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçине ăçта курма пулать? Уйра е уй-хир техникине акана тухиччен тепĕр хут тĕрĕслекен механизаторсен хушшинче, паркра тетĕр-и? Тĕрĕсех. Анчах пуçаруллă, канăç мĕнне пĕлмен çын кун каçа таçта çитсе тем тума та ĕлкĕрет.

Çавнашкаллисен шутне Вăрмар районĕнчи «Слава» ООО директорне Вячеслав Павлова кĕртме пулать. Эпир ăна уйра та, техника картишĕнче те мар, район центрĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тĕл пултăмăр. Вячеслав Федорович унта хăй пекех çирĕп арçынсемпе тупăшсах... мечĕк хăвалать. Пирĕн куç умĕнчех икĕ футболиста тем хушăра меллĕн улталаса мечĕке хапханалла ыткăнтарчĕ. Маттур!

«Май тупса спортзала эрнере икĕ-виçĕ хутчен килме тăрăшатăп, — терĕ çамки çинчи тарне шăлса. — Кунта футбола юратакансем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пирĕн пек аслисем кăна мар, çамрăксем те суйласа илни савăнтарать». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.