Çĕр-шывшăн кашни халăх - юратнă ача пек

4 Çурла, 2014

Палтиелне ир-ирех çитрĕмĕр. Ял халăхĕ кĕтÿ хăвалать. Унта та кунта чăвашла, тутарла, ирçелле калаçни илтĕнет.

Ялта пысăк кĕтÿ, унта 130 ытла ĕне. Унсăр пуçне уйрăм çынсем хăвалакан пĕчĕк кĕтÿсем те пур. Çапла вара мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 150 патнех çывхарать /пĕчĕк пăрусене шута илмесĕр/.

Килти хуçалăхра икĕ-виçĕ ĕне усракан та сахал мар Палтиелĕнче. Н.Емдиханов, Д.Емдиханов, И.Бочурин, Р.Яфизов, Н.Паймина, Н.Юманова, А.Кузьмин тата ыттисем сĕте предпринимательсене сутаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем каланă тăрăх - Палтиелĕнчен куллен 5-6 тонна сĕт ăсанать. Предпринимательсем кашни литр сĕтшĕн 14-шар тенкĕ тÿлеççĕ.

Тутарсем, чăвашсем, ирçесем, вырăссем туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ авалхи пысăк та ытарма çук илемлĕ çак ялта. Юнашарах - вăрман, тăрна куçĕ пек тăрă çырма, улăх-çаран... Халăхра "тинĕс" тесе калакан шыв управĕ те ялтан инçе мар вырнаçнă. Ĕç хыççăн канма, пулă тытса, шыва кĕрсе савăнма майсем çителĕклĕ.

Ку ял мĕнле пуçланса кайни çинчен темиçе халап та пур. Акă вĕсенчен пĕри. Палтиелпе Тури Чаткас ялĕсене Пăла çинчи Упи ялĕнчен куçса килнисем йĕркелесе янă имĕш. "Виç çĕр çул ытла каялла, - çырнă ял историне тĕпчекенсем, - пысăк кÿлĕ хĕрринче Упи ятлă ял ларнă. Унта Убеев пуян пурăннă. Вăл питĕ ăнман та хаяр этем пулнă, кам та пулин унăн кăмăлне каймасан çав çынна çыхса пăрахса хĕнеттернĕ. Убеев ывăлĕсем Палтайпа Ильмет те ашшĕнех хунă.

Пĕррехинче ашшĕ ывăлĕсене чĕнет те çапла калать: "Халĕ эсир иксĕр те çитĕнсе çитнĕ, ăçта куçăр курать - çавăнта тухса кайăр!" Иккĕшне те тур лаша парать. Ывăлĕсем урхамахĕсене утланаççĕ те вăрманпа 15 çухрăм ытла каяççĕ. Çăткăнскерсем çĕр туртса илсе пуяс ĕмĕтпе васкаççĕ. Палтай Чаткас çырми хĕррине çитет те унăн лаши урине амантать. Çакăнпа усă курса Ильмет пысăкрах лаптăк çĕр туртса илет, Палтая сахалрах тивет. Çак çĕрсем çинче Палтиел тата Чаткас ялĕсем пулса кайнă".

Ялта мечĕт те, чиркÿ те пур. Палтиел мечĕтне уçнăранпа 100 çул ытла иртнĕ ĕнтĕ. Ăна 2011 çулта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, минарета тата ун çинчи уйăха улăштарнă. 2005 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Палтиелĕнче мăсăльмансен прихутне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине анлăн уявланă.

Чиркĕве 1840 çулта уçни паллă. 1939 çулта ăна хупса клуб туса хунă, кайран унта шкул вырнаçнă. 1992 çулта Çветтуй Михаил ячĕллĕ чиркÿ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă.

Юлашки çырав кăтартăвĕсем тăрăх Палтиелĕнче 1643 çын пурăннă, 518 çурт шутланнă. Ялта вăтам шкул, почта уйрăмĕ, ача сачĕ, ваттисен çурчĕ, культура учрежденийĕсемпе лавккасем ĕçлеççĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессишĕн, çамрăксене интернационал воспитанийĕ парассишĕн нумай тăрăшать. Кунта пĕр халăх тепринпе хирĕçнĕ тĕслĕхе ас тумаççĕ, ун пекки нихăçан та ан пултăрччĕ. Чăваш тата тутар культурисен кунĕсене ирттерни те - ырă тĕслĕх. М.Гайнуллова библиотекарь çак кунсем чăн-чăн уява çаврăнни çинчен савăнсах каласа пачĕ.

- Пирĕн тутарсем - чăвашла, чăвашсем - тутарла шăкăртаттарса калаçаççĕ, икĕ халăх юррисене те пĕлеççĕ, - терĕ вăл. - Интернационал воспитанийĕн ыйтăвĕпе шкул коллективĕ нумай ĕç тăвать. Çавăн пекех ача садĕнче тăрăшакансене те лайăхпа кăна палăртас килет.

Палтиел клубĕнче концерт курни те асăмра юлчĕ. Чăваш, тутар, вырăс юррисем янăрарĕç, çак халăхсен ташшисем те кăмăла çĕклерĕç. Таçтан инçетрен - Шупашкартан е Хусантан - килмен артистсем, вырăнтисемех. Концерт программине те пысăк ăсталăхпа йĕркеленĕ. Долговсемпе Макаровсен çемье ансамблĕсем, Л.Альда, Г.Садертдинова, С.Невметова юрăçсем, хĕрарăмсен "Çăл куç", ачасен "Ивушка" ташă ушкăнĕсем тата ыттисем куракансен чĕрисене тыткăна илчĕç.

Культурăпа кану центрĕн директорĕ Т.Долгова, чăннипех те артист пулма çуралнă чипер хĕрарăм, ялта "Акăшпи" фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ялти вăтам шкулта ĕçлекен Т.Филиппова, Г.Габитова, З.Свеклова, Г.Стратилатова, Н.Стратилатова, П.Стратилатова, Л.Макарова, Н.Чиндарева, А.Антонова, çавăн пекех Г.Соболева пенсионерка, Л.Долгова техслужащипе Л.Долгова страхлакан агент - юрă-ташăра çав тери маттур!

- Çĕр-шывшăн кашни халăх - юратнă ача пек. Пирĕн те çĕр-шыва анне вырăнне хурса юратмалла, кирлĕ пулсан хÿтĕлеме те хатĕр пулмалла, - çапла каларĕ шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă чух ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов.

Унăн сăмахĕсемпе пĕтĕмпех килĕшмелле.

Иван САЛАНДАЕВ.

Шăмăршă районĕ

Рубрика: 
Теги: