Çĕр-шыв пуласлăхĕ - çамрăксенче

27 Чÿк, 2013

Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа Хĕрлĕ Чутай районĕнче вĕренÿпе спортра палăрнисен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ. Олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçисем, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисем культурăпа кану центрне пуçтарăнчĕç.

«Эсир - район пуласлăхĕ, пирĕн пуянлăх», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансемпе общество пурнăçĕнче хастаррисене саламланă май. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов чи маттуррисене çулсерен уйăхсерен паракан стипендипе хавхалантарать. Ку хутĕнче вăл 10 ачана стипенди пама йышăннине пĕлтерчĕ. «Паян эпир чăннипе тивĕçлисене чыслатпăр. Шăпах вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшнă, вĕренÿре, спортра тата пултарулăхра уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунă. Эпир сире хисеплетпĕр, шанатпăр», - терĕ Николай Владимирович. Сăмах май, районта час-часах Н.Маловăн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Депутат çамрăк спортсменсене те пулăшма тăрăшать. Кăçал акă районти виçĕ шкула спорт хатĕрĕсем туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Ку енĕпе вăл унччен те пуçарулăх кăтартнă. Тĕрĕссипе, нихăçан та пушă алăпа килмест. Тен çавăнпа та ачасен хастарлăхĕ ÿссех пырать. Депутат пуçарăвĕпе тепĕр çул районти чи вăйлă спортсмен /шкул ачи/ тата пултаруллă вĕрентекен /физкультура учителĕ/ Сочие Олимпиадăна çитсе курĕç.

2013 çул районшăн пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа палăрчĕ: Çĕнĕ Атикассинчи вăтам шкулта вĕренекенсен команди Пĕтĕм Раççейри «Президент тупăшăвĕсем» ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Ачасене тата вĕсен вĕрентекенне Светлана Петрейкинăна Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн команди те кăçал Анат Кама хулинче иртнĕ çамрăксен спартакиадинче Чăваш Ен чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ, бронза медале тивĕçнĕ. Вĕсене те парнесемпе наградăларĕç. Олимпиадăсен çĕнтерÿçисене РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Елена Орлова саламларĕ.

Слета пухăннисем çĕнĕ ĕмĕр пултаруллă ачасемпе çамрăксен ĕмĕрĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Апла тăк - çĕр-шыв, республика тата район пуласлăхĕ те шанчăклă алăра.

Юлия МАРЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.