Çепĕç сассисем тинĕсе лăпкаччăр

26 Раштав, 2016

Вырсарникун пирĕн çĕршыв Раççейри паллă çынсене çухатрĕ. Артистсемпе журналистсем, çар çыннисемпе ыркăмăллăх фончĕн ĕçченĕсем РФ Оборона министерствин самолечĕпе Сирие Раççей салтакĕсене Çĕнĕ çулпа саламламашкăн кайма çула тухнă, анчах палăртнă вырăна çитеймен: лайнер Хура тинĕсе ÿкнĕ.

 Вилнисен йышĕн чи пысăк пайĕ А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем пурĕ 64 çын, вĕсенчен пĕри — ансамбль ертÿçи, РФ халăх артисчĕ Валерий Халилов генерал-лейтенантº пулнă. Çак инкекре пирĕн ентешсем те вилнĕ: çамрăк юрăç тата режиссер Максим Иванов тата И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Андрей Кочемасов. Иккĕшĕ те А.В.Александров ячĕллĕ ансамбльте ĕçленĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авиакатастрофăра вилнисен çемйисемпе тата тăванĕсемпе пĕрле хурланнине пĕлтернĕ. “Ку инкек никама та лăпкă хăвармарĕ. Самолетра пирĕн ентешсем те пулнă. Пĕтĕм Чăваш Ен халăхĕ ячĕпе чунран хурланнине пĕлтеретĕп”, — палăртнă Михаил Васильевич.

Тунтикун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнче çамрăк юрăçсене асăнса митинг иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, театрăн илемлĕх ертÿçи Ольга Нестерова, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев тата ытти паллă çынсем сăмах илчĕç. Пурте ку инкек чăваш халăхĕшĕн, искусствăшăн пысăк çухату пулнине палăртрĕç, çамрăк юрăçсене ăшшăн аса илчĕç. Вĕсен ĕçне малалла тăсма сăмах пачĕç.

Пушкăрт Республикинчи Ĕпхÿ хулинче çуралса ÿснĕ чăваш каччине Максим Иванова Чăваш Енри искусство çыннисемпе театра юратакансем аван пĕлеççĕ. 2015 çулта Мускаври ГИТИСран вĕренсе тухнăскер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ачасем валли “Дитя и волшебство” спектакль лартнă. Çамрăк режиссерăн ĕçне чăваш кураканĕсемпе критикĕсем пысăк хак панă. “Çĕнĕ çулхи юмах театра уçă варкăш илсе килчĕ, çĕнĕ çул-йĕр уçса пачĕ”, — тенĕ вĕсем. Ĕпхÿри искусство училищинче вокал ăсталăхне туптанă хыççăн Максим Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне килнĕ. Унта пултаруллă юрăç ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Станислав Кондратьев про-фессор патĕнче вĕреннĕ.

— Эпĕ ăна хамăн ача пекех юрататтăм. Унашкал пултаруллă, хăйнеевĕрлĕ çынсем пирĕн хушăра нумай мар. Вăл мана хăйĕн ăсталăхĕпе, илемлĕ сассипе малтанхи кунсенчех тĕлĕнтерчĕ. Пултарулăхĕ иксĕлмиччĕ унăн, ĕçлес кăмăлĕ питĕ пысăкчĕ. Студент çулĕсенчех режиссер ăсталăхĕ палăратчĕ. Çутă ĕмĕт-шухăшлăччĕ вăл. Чăваш ÿнерĕнче нумай ĕç тума пултаратчĕ. Шел, кун-çулĕ кĕске пулчĕ манăн шăпчăкăмăн, — куççульленчĕ Станислав Андреевич.

Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ хушăрах Максим оперăпа балет театрĕнче ĕçленĕ. Алла диплом илсен çĕршывăн тĕп хулине çул тытнă: Раççей театр искусствин институтне вĕренме кĕнĕ, А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме вырнаçнă. ГИТИСра вĕреннĕ хушăра çамрăк режиссер музыка спектаклĕсем лартнă. Ăна тĕрлĕ уява халалланă концертсене хатĕрлеме шаннă. Вăл нумай мероприятин режиссерĕ те пулнă. “Алеко” оперăна — диплом ĕçне — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсемпе тата Чăваш патшалăх симфони капеллин хорĕпе пĕрле лартнă. Пултаруллăскере тĕрлĕ хулари паллă театрсем хăйсем патне йыхравланă, анчах чăваш каччи килĕшмен. Вăл тăван ене таврăнса куракана оперăсемпе савăнтарма ĕмĕтленнĕ.

Максим Иванов “Хыпар” Издательство çурчĕн çывăх тусĕ пулнă. 2015 çулта пысăк премьера хыççăн “Çамрăксен хаçачĕн” редакторĕ Дмитрий Моисеев /халĕ “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлать/ редакци тĕпелне чĕннĕччĕ. “Вăл хăйĕн пурнăçĕ тата малашнехи тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕ. Максим хамăн пĕтĕм ĕçĕме анне ячĕпе тăватăп тетчĕ. Аспирантурăра вĕренесси çинчен те, Мускавра нацисен театрне уçма ĕмĕт пурри пирки те пĕлтернĕччĕ. Унта чăваш юрри-ташшине янăраттарма ĕмĕтленетчĕ вăл”, — терĕ Дмитрий Андреевич. Сăмах май, Максим Ивановăн мăшăрĕ Надежда — Шупашкар районĕнчи Шу-пашкаркассинчен. Çамрăксем Чăваш Ен тĕп хулинче паллашнă. 5 çул каялла Ивановсен çемйинче хĕр çуралнă.

Ленинград облаçĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Кочемасова та ентешсен йышне кĕртес килет. Пермьри музыка колледжĕнчен вĕренсе тухнăскер Питĕрти тата Мускаври тĕрлĕ коллективра ĕçленĕ. Юлташĕсем сĕннипе 30 урлă каçнă юрăç кăçал Станислав Кондратьев педагог патне вĕренме килнĕ. Сăмах май, паллă артист патĕнче тĕрлĕ регионти яшсемпе хĕрсем нумаййăн пĕлÿ илеççĕ. Сăмахран, кăçал Германире пурăнакан чăваш хĕрĕ те килнĕ. Кăçалах Андрей Раççей çарĕн ансамблĕнче юрлама пуçланă. Максим Ивановпа юлташлă пулнă. Пурте вăл “Соловьи” юрра хăватлăн шăрантарнине аса илчĕç. “Сасси питĕ хитреччĕ унăн. Опера юрăçи пулмах çуралнă. Ырă кăмăллăскерĕн пуласлăхĕ пысăкчĕ”, — терĕ унăн педагогĕ.

Çамрăк артистсен çутă сăнарĕсем яланах пирĕн асăмăрта юлĕç. Вĕсен ырă чунĕсене тинĕс упратăр, çепĕç сассисем шыва лăпкаччăр.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: