Çĕнтерÿ салтакĕ Сосновкăра пурăнать

17 Пуш, 2020

…Валериан Феофанович Афаринова 1943 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Совет çарне илнĕ. Çамрăк салтак Ленинград фронтне лекнĕ. «Карели пырĕнче 1944 çулхи çĕртме уйăхĕччен оборонăра тăтăмăр. Пехотăра нумай пурăнмаççĕ. Икĕ, виçĕ çапăçу, хушăран тăваттă пулма пултарать. Хаяр тытăçусенчен пĕринче мана та вăйлă амантрĕç, ун чухне ротăра чĕррисем тăххăрăн кăна тăрса юлтăмăр», — аса илет ветеран.

Тăван тăрăха вăл 1945 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче таврăннă. Улатăрти фельдшер шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çынсене сипленĕ. Хальхи вăхăтра 95 çулхи ветеран Сосновка поселокĕнче хĕрĕпе пурăнать. Çĕнтерÿ салтакĕн кун-çулĕпе «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕсенчен пĕринче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем тата видеосем.

Комментари хушас