Çĕнтерÿ кунне тивĕçлĕ паллă тăвар

3 Çу, 2018

Чăваш Ен районĕсемпе хулисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 73 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Уяв мероприятийĕсемпе çыхăннă ыйтусене паян ĕç ушкăнĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ анлă ларура сÿтсе яврĕ. Видеçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ пухăва муниципалитетсен ертÿçисем те хутшăнчĕç. Канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Тĕрĕссипе, Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕç-хĕл ярăмĕ темиçе уйăх каяллах пуçланнă. ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх — ака уйăхĕн 27-мĕшĕнчен вăрçа хутшăннисемпе инвалидсене, тăлăх арăмсене, ыттисене парнесем пама тата ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламĕсене яма пуçланă. Социаллă хÿтлĕх органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем ветерансем патне килĕрен çÿресе пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Тĕрĕслев хыççăн вĕсене хваттерсене, çуртсене юсама пулăшнă. Çак тĕллевпе 1,58 миллион тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех çирĕпленнĕ йĕркепе çу уйăхĕн 4-21-мĕшĕсенче республика районĕсемпе хулисенче пурăнакан вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх арăмсене сывлăхĕсене çирĕплетме «Вега» центрта кĕтеççĕ.
Министр палăртнă тăрăх — çак кунсенче республикăра пĕтĕмпе 2,5 пин мероприяти йĕркелесе ирттермелле. Вĕренÿ заведенийĕсенче, предприятисемпе организацисенче ку тапхăрта Аслă Çĕнтерĕве тĕрлĕ енлĕ паллă тăвĕç. Çавăн пекех Чăваш Ен Пĕтĕм Раççей акцийĕсене те хутшăнать. Сăмахран, Георги хăйăвне волонтерсем валеçме пуçланă та ĕнтĕ. Пурĕ 40 пин хăю хатĕрленĕ. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрлама палăртнă. Йĕркелÿçĕсем флешмоба пĕлтĕрхинчен сахал мар çын хутшăнасса кĕтеççĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотеки патĕнче «Вилмĕсĕр полк» акци старт илет. Кунта та халăх йышлă пуласси куçкĕрет, мĕншĕн тесен ку мероприятин ят-сумĕ çулран-çул ÿссех пырать. Çавăн пекех уява пухăннисене йĕркелÿçĕсем салтак пăттипе хăналама хатĕрленеççĕ. «Уй-хир кухни» акцие тĕп хула çеç мар, Çĕнĕ Шупашкар, республикăри ытти хулапа район та хутшăнассине палăртрĕç.
ЧР çар комиссарĕн заместителĕ Александр Исаев Çĕнтерÿ кунĕнче Хĕрлĕ тÿремпе Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ иртессине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех çар техникин парачĕ те пулĕ. Уява каçхи вунă сехетре салют вĕçлет.
ЧР культура министрĕ Константин Яковлев Çĕнтерÿ кунĕччен астăвăм вырăнĕсемпе палăксене йĕркене кĕртмелли çинчен каларĕ. Хальхи вăхăтра, шел те, ку енĕпе юлса пыракан муниципалитетсем те пур-ха.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен шутлă вăхăт юлни çинчен аса илтерсе ĕç-хĕле хăвăртлатма, муниципалитетсен ертÿçисене хăйсене вырăна тухса тĕрĕслеме хушрĕ. «Çĕнтерÿ кунĕнче пур çĕрте те уяв кăмăл-туйăмĕ хуçалантăр. Палăксен умĕнче чĕрĕ чечексем пулсан питĕ аван. Уява тивĕçлĕ тата çÿллĕ шайра ирттерер», - терĕ вăл канашлăва пĕтĕмлетсе.
Валентина БАГАДЕРОВА
СĂМАХ МАЙ
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 15,6 пин вăрçă ветеранĕ, çак шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 816 çын, 13,4 пин тыл ĕçченĕ, вăрçă хыççăн вилнĕ салтаксен 3,7 пин тата фронтран таврăнайманнисен 50 тăлăх арăмĕ, ача чухне фашизм тĕрмисенче пулнисем 66-ăн, «Блокадăри Ленинградра пурăннисем» паллăпа чысланисем 37-ĕн, пурăнать.

 

Рубрика: 

Комментари хушас