Çĕнелнĕ юхăм вăй илĕ-и?

12 Утă, 2014

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче комсомол чĕнĕвĕпе Совет Союзĕнче спортăн темиçе енне пĕрлештерекен, çынна, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан хăватлă юхăм - ГТО комплексне пурнăçласси - вăй илме пуçланă. Спортăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хăйсен ăсталăхне кĕске дистанцире чупассипе, мечĕк е граната ывăтассипе, винтовкăран перессипе, шывра ишессипе тата кросра кăтартнă. Чи пултаруллă та вăйлă физкультурниксем ылтăн, кĕмĕл е бронза паллăсене тивĕçнĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çамрăк чухне ГТО комплексĕ витĕр тухнă совет салтакĕсем уйрăмах палăрнă, хăйсен хăюлăхĕпе тата паттăрлăхĕпе хаяр тăшмана çĕнтерессишĕн вĕсем пĕтĕм вăйне панă, пурнăçа та шеллемен. 1920 çулта Патăрьел районĕнче çуралнă Александр Табаков та ГТО нормативĕсене педагогика училищинче вĕреннĕ чухне пурнăçланă. Хĕрлĕ Çара каяс умĕн çамрăк учитель районти ăмăртусенче кире пуканĕ йăтассипе тата кĕрешессипе малти вырăнсене йышăннă. 1945 çулхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Кенигсберг хулине хăтарассишĕн пынă çапăçусенче 3-мĕш Белорусси фрончĕн стрелоксен 126-мĕш дивизийĕн 550-мĕш полкĕн пирĕн мухтавлă ентеш А.Табаков сержант ертсе пынă подразделенийĕ тăшманăн ултă миномет батарейине, пилĕк пулемет, хĕç-пăшал хатĕрĕсем тиенĕ темиçе машинăна тĕп тунă, вун-вун фашиста тепĕр тĕнчене ăсатнă. Çавăн хыççăн тепĕр эрнерех Совет правительстви Александр Порфирьевича 1 степень Мухтав орденĕпе наградăланă. 1978 çулта ăна /ун чухне вăл Патăрьелти профтехучилище директорĕччĕ/ ЧАССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Хĕрĕх çула яхăн каялла ВЛКСМ обкомĕнче ĕçленĕ вăхăтра эпĕ Александр Порфирьевичпа тата унăн юлташĕпе, Комсомольски салинче пурăнакан вăрçă ветеранĕпе С.И.Зубаревпа час-часах тĕл пулнă. Тĕлĕнеттĕмччĕ патвар та çирĕп кăмăллă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă аслă юлташăмсенчен. Сергей Иванович Комсомольски районĕн энерготытăмĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытларах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн полиатлонра, урăхла каласан ГТО комплексĕн нумай енĕпе ăмăртса, çитĕнÿсем тума пуçларĕ. Вăл - полиатлон енĕпе 70 çултан аслăрах ветерансем хушшинче тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче кĕмĕл тата бронза медальсене тивĕçнĕ пĕртен-пĕр чăваш спортсменĕ.

- ГТО комплексĕн нормативĕсене эпĕ 1940 çултах, Комсомольскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех пурнăçланă. Ĕçпе оборонăна хатĕрленме пулăшнă комплексăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк - спортра пысăк çитĕнÿсем тума май панисĕр пуçне пурнăçра вăй-хал, çирĕп сывлăх тата ăнăçу парнеленĕ, - тенĕччĕ 2003 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ наци кросĕнче лайăх ăмăртнă хыççăн 80 çулти мучи Сергей Зубарев.

Лайăх ас тăватăп: чĕрĕк ĕмĕр ытларах каялла полиатлон енĕпе ирттернĕ республикăри ăмăртусенче хăйсен ăсталăхне кашни хулапа районти 150-200 физкультурник кăтартнă. ГТО комплексĕ Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ районĕсенче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче, хуласенчи чылай вĕренÿ заведенийĕнче, çавăн пекех хăш-пĕр ĕç коллективĕсенче хисепреччĕ. Вăрнар районĕнчи Вячеслав Черновпа Александр Созонов, ял хуçалăх институчĕн студенчĕсем Елена Кассирова, Илья Самсонов, Валерий Григорьев, 90-мĕш çулсенче Шупашкарти Лидия Егорова, Альбина Назарова, Виталий Иванов, Владимир Маркиданов, Иван Углев, Юрий Антонов, Надежда Иванова, Тамара Краснова çĕр-шыв тата тĕнче чемпионачĕсенче лайăх ăмăртрĕç. Пурте вĕсем - СССР е Раççей спорт мастерĕсем.

Шел те, юлашки çулсенче республикăри физкультурăпа спорт министерстви, çавăн пекех полиатлона малалла аталантарас тĕлĕшпе яваплă организацисемпе ведомствăсем 80 çул каялла çуралнă юхăма пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе сÿрĕккĕн ĕçлеççĕ. Çакна нумаях пулмасть полиатлон енĕпе Çĕмĕрлере иртнĕ республика чемпионачĕн тата çуллахи ял вăййисен республикăри ăмăртăвĕсем уççăн çирĕплетеççĕ.

Хальхинче республика чемпионатне вун пĕр хулапа районти 81 çын кăна хутшăнчĕ. Вĕсенчен никам та спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне кăтартаймарĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче малти вырăнсене йышăннă Шупашкарти, вĕсенчен ытларахăшĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç тата Çĕмĕрле районĕсенчи хăш-пĕр спортсмен кăна разряд нормативĕсем тултарчĕç. Уйрăмах яшсемпе хĕрсен кăтартăвĕсем япăххи пăшăрхантарать. Хăш-пĕр ушкăнра республика чемпионĕ ятне çĕнсе илессишĕн пурĕ те 3-4 çын çеç вăй виçнĕ.

 

Автор архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.