- Чăвашла верси
- Русская версия
"Çĕнĕ ятсем уçатпăр"
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ, чăваш ачисемпе çамрăкĕсен "Тантăш" хаçачĕ илемлĕ чăваш литературин классикĕ К. В. Иванов çуралнăранпа 2015 çулта 125 çул çитнине халалласа "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурсне ирттерессине пĕлтереççĕ.
КОНКУРС ТĔЛЛЕВĔСЕМ:
• Ачасене чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, аслă поэтăн К.В. Ивановăн çынлăхне, пархатарлă ăсталăхне тата ырă енĕсене курма, вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси;
• Илемлĕхе туякан шкул ачисене тупса палăртасси, вĕсене литература тата ÿкерÿ ĕçĕпе çывăхрах туслаштарасси;
• Çамрăк çыравçăсемпе ÿкерÿçĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне тата вĕсен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси.
"Çĕнĕ ятсем уçатпăр" литературăпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурсне Чăваш Республикипе ун тулашĕнче пурăнакан 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.
Ăмăртура çак номинацисем пулаççĕ:
1. "Чи лайăх сăвă". Сăвăсенче Константин Иванов сăнарне тĕрлĕ енчен сăнарласа кăтартмалла. Конкурса компьютерпа пичетленĕ 3 сăвăран кая мар тăратмалла.
2. "Чи лайăх эссе". Эссе теми: "Ырри усала çĕнтерет". Çыру ĕçĕнче пурнăçри тата К. Иванов хайлавĕсенчи Ырăпа Хаяр кĕрешĕвне кăтартмалла, Хаяр вăйлă пулсан та Ырри çĕнтерет философиллĕ шухăша уçса памалла. Эссене компьютерпа А-4 форматлă шурă хут листи çинче, 14 шрифтпа, пĕр анлă (одинарный) интервалпа 5 страницăран ытла мар пичетлемелле. Страницăсене номерлесе тухмалла.
3. "Чи илемлĕ ÿкерчĕк". Пĕр е тĕрлĕ тĕспе, кăранташпа е çуллă сăрăпа, е урăх мелпе Тăван çĕр-шывпа тĕнче культурине пысăк тÿпе хывнă К. В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи тĕрлĕ саманта е унăн хайлавĕсенчи геройсен ĕçне-хĕлне ÿкерсе-сăнласа памалла. Ӳкерчĕксен виçи 20х30 см А-4 форматран пĕчĕк пулмалла мар.
Чăвашла çырнă, компьютерпа пичетленĕ сăвăсемпе эссесене тата ÿкерчĕксене 2015 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адрессемпе йышăнаççĕ:
428000, ЧР, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ, телефон: 62-35-61. ЧНК электрон адресĕ: conqress21@mail.ru
428019, ЧР, Шупашкар хули, Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 7 хут, "Тантăш" хаçат редакцийĕ, телефонсем: 28-83-86, 28-85-69. Редакцин электрон адресĕ: tantas@list. ru
Çамрăк авторсен конверт тата ĕç çинче "Конкурса" тесе палăртмалла, ĕçĕн питĕнче (титулĕнче) хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта тата миçемĕш класра вĕреннине, районпа (хулапа) республика (область) ятне тата пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне тулли чăвашла тата вырăсла, кĕсье телефон номерне те кăтартса çырмалла.
Жюри конкурс çĕнтерÿçисене уйрăммăн икĕ ушкăнра (8-9 тата 10-11-мĕш классенче) палăртать, вĕсен ячĕсене "Тантăш" хаçатра пичетлет.
Çĕнтерÿçĕсене тата вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене дипломсем тата парнесем парса чыслаççĕ. Илемлĕх енчен лайăх та паха хайлавсене "Тантăш" хаçатпа "Самант" журналта пичетлеççĕ тата радио хумĕпе янăратаççĕ.
Геронтий Никифоров,
ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,
конкурс йĕркелÿ комитечĕн членĕ.
Комментари хушас