Çĕнĕ тытăм - аслă ăрурисем валли

17 Пуш, 2017

Чăваш Енре хальхи вăхăтра 60 çултан иртнĕ 340 пин çын пурăнать (Шупашкар хулинче кăна вĕсен йышĕ 86,6 пин). Асăннă кăтарту республика халăхĕн 30 проценчĕпе танлашать.

Тавах, тухтăрăм, сана…

…Çурхи хĕвел ăшшине хĕрхенмест çав: шевлисем чÿрече витĕр лекнипе кăнтăр кунĕнче больница палатинче пăчăланса çитнине пăхмасăр, форточкăна уçмашкăн тăхтаса тăрать кинемей, тин кăна самайланма пуçланăскер шăнса пăсăласран шикленет. Пÿлĕме уçăлтармашкăн алăка уçса хуни те çителĕклĕ тесе шухăшлать.

85 çулти Зоя Григорьева — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи тыл ĕçченĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Хĕрлĕту ялĕнчен вăл. Сусăр упăшкине пăхса пурăнакан хĕрарăмăн сывлăхĕ юлашки вăхăтра самаях хавшанă: пуç çаврăнни, сывлăш пÿлĕнни, чĕре сикни канăçсăрлантарнă ăна. Участок врачĕ сĕннипе пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Зоя Матвеевнăна Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпитальне вырттарнă. Тухтăрсем эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа та сипленĕ май кинемей паян хăйне лайăх туять. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — медицина учрежденийĕнче аслă ăрури пациентсене мĕнпур условипе тивĕçтернĕ: сывлăха пур енлĕн тĕрĕслеççĕ, пахалăхлă сиплеççĕ. Палатăсенче çутă та таса, сусăрсене пурте усă курма пултаракан хутлăх туса панă, пахалăхлă апат çитереççĕ.

Хăйне ура çине тăратнăшăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăкран килнĕ 88 çулти Юлия Индейкина та тухтăрсене тав тăвать. Чĕре хавшанипе район больницине лекнĕ тыл ĕçченне вăрçă ветеранĕсен госпитальне куçарнă. Хăйне сиплекен тухтăра, гериатри уйрăмĕн заведующине Нина Сидоровăна, вăл ырă кăмăлĕшĕн, пысăк ăсталăхĕшĕн мухтать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.