Çĕнĕ клуб çĕклĕç

6 Ака, 2018

Клуб çуккипе тахçантанпах нушаланатпăр. Кăçал пире Ирçе Çармăсра культура çурчĕ тума шантарчĕç-ха. Эпир Ирçе Çармăспа Чăваш Çармăс пĕр ял пекех туслă пурăнатпăр. Анчах шаннă йăвара кайăк пулĕ-ши? Ялта ватăсем кăна пурăнаççĕ тесе шухăша улăштармĕç-ши? Клубĕ çамрăксене кăна мар, аслă ăрурисене те кирлĕ. Сăмахран, эпир, арçынсем, пухăнса шахматла, доминолла, бильярдла вылясшăн…

Виталий ШАЙМАНОВ,
Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăс ялĕн старости.

Ыйтăва ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин ЯКОВЛЕВ хуравлать:
— Ирçе Çармăсри 150 вырăнлă культура çуртне тума кăçал 14990,90 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутран 14074000 тенки — республика, 5 процентран кая мар /703,7 пин тенкĕ/ вырăнти бюджетран. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе Йĕпреç район администрацийĕ çак ĕçе пурнăçлама килĕшÿ тунă. Хальхи вăхăтра аукцион документацине хатĕрлетпĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.