Çĕнĕ керменсенче çĕнтерÿçĕсем ÿсчĕр

Чăваш Енри спорт инфратытăмĕ юлашки вăхăтра самай çирĕпленчĕ, районсемпе хуласем вун-вун спорт керменĕпе пуянланчĕç. 2016 çулта та спорта юратакансем валли Шупашкарта спортăн пĕлтерĕшлĕ 3 объекчĕ уçăлчĕ. Пĕри вăл — велоспорта аталантаракан маунтинбайк центрĕ. В.Соколов тата И.Солдатова ячĕллĕ спорт шкулĕсем валли физкультурăпа спорт комплексĕсем хута кайрĕç.

Кăçал Шупашкарта тепĕр пысăк объект уçăлмалла, вăл — биатлон центрĕ. 2014 çулта никĕс хунă объектра строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕнĕ центрта администраципе хуçалăх çурчĕ çĕкленсе ларчĕ. Унта хывăнса тăхăнмалли, йĕлтĕрсене хатĕрлемелли пÿлĕмсем, комментатор кабинисем пулĕç. Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра пÿлĕмсене тирпей-илем кĕртеççĕ, çурта пуш уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ.

Çурт умĕнче пăшалтан пемелли лапам тунă, куракансем валли лармалли вырăнсем хатĕрленĕ. Сăмах май, спортсменсем лапама тĕрĕслесе те пăхнă, унта вĕсем тренировка час-час ирттереççĕ. Çурхи шыв-шур иртсе кайсан строительсем йĕлтĕр трассине тума пуçлĕç. Ăна çĕнĕ мелсемпе тĕрлĕ йышши стройматериалтан хатĕрлĕç. Трассăна çутăпа тивĕçтерме шантараççĕ. Унта хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма, çулла роллерлă йĕлтĕрсемпе çÿреме пулать. Çĕнĕ центр уçăласса тренерсемпе преподавательсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. “Унта тренировка ирттерме, ăмăртусем йĕркелеме лайăх услови пулать. Çĕнĕ центр хута кайнă хыççăн спортсменсен ăсталăхĕ ÿсессе шанатпăр”, — терĕ РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Геральд Салдимиров.

2018 çулта Раççей планетăри чи вăйлă футболистсене йышăнĕ: çĕртме-утă уйăхĕсенче пирĕн çĕршывра тĕнче чемпионачĕ иртĕ. Ăмăрту матчĕсене 11 хулари /Мускав, Калининград, Санкт-Петербург, Хусан, Волгоград, Чулхула, Самар, Саранск, Дон çинчи Ростов, Сочи тата Екатеринбург/ стадионсенче йĕркелĕç. 66 хулара ăмăртăва хатĕрленмелли тренировка базисем çирĕплетнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — Шупашкарти “Олимпийский” тата “Спартак” стадионсем. Çавна май вĕсене юсаса çĕнетме палăртаççĕ. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен вун-вун миллион тенкĕ уйăрса хунă.

Иртнĕ çулхи кĕркунне стадионсенче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Сăмахран, “Спартакра” администраципе хуçалăх çурчĕ çумне хушма çурт хăпартма тытăннă, стадионта электричество юписем вырнаçтарнă. Спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Иван Павлов пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра çурт тăррине витеççĕ. “Унта хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем, конференци залĕ, медкабинет, массаж пÿлĕмĕ тата ытти пулĕ”, — терĕ вăл. Пĕтĕм тĕнчери футбол федерацийĕн стандарчĕсемпе килĕшсе тăманнипе стадионти футбол уйне пысăклатма йышăннă. Унта дренажлă /шыв-шур пухакан/ тытăм пулмалла, ятарлă газон курăкĕ хатĕрлемелле. Строительсем çак ĕçе çуркунне пуçăнĕç.

“Олимпийский” стадионти футбол уйне те çÿлерех асăннă мелпе тăвĕç. А.Игнатьев ячĕллĕ спорт центрĕн /республикăри тĕп стадион çак центрăн пурлăхĕ шутланать/ директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Протапович пĕлтернĕ тăрăх — паянхи кун тĕлне стадионти çăвăнмалли тата хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. “Çывăх кунсенче видеосăнав хатĕрĕсем вырнаçтарма тытăнĕç, çутă паракан юпасене улăштарма пуçлĕç”, — терĕ Алексей Владимирович.

Стадионсенче реконструкци ĕçĕсем пуçланнă май хулара пурăнакан çынсем, спортпа туслисем ахăртнех, çăмăл атлетика лапамĕсене çĕмĕрессинчен пăшăрханнине пĕлтернĕ. Спорт учрежденийĕсен ертÿçисем каланă тăрăх — стадионсенче чупмалли çулсене упраса хăварĕç, “Олимпийскинчисене” вара çĕнетĕç.

“Çĕнĕ керменсем çĕкленни ырă пулăм. Çавна май сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен тата спортсменсен йышĕ ÿсме тивĕç. Çак тĕллевпе паян эпир “Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр” комплекса пурнăçа кĕртес тата спорт резервне пысăклатас енĕпе тăрăшса ĕçлетпĕр”, — тенĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков.

Юсав ĕçĕсем планпа килĕшÿллĕн пырсан тата шухăшлани пурнăçлансан кăçал пирĕн республика спортăн тепĕр объекчĕпе пуянланĕ, 2018 çул та спорта юратакансемшĕн пысăк пулăмпа асра юлĕ.

 Андрей МИХАЙЛОВ

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.