Çĕнĕ каток йăлтăртатать

24 Пуш, 2015

Сăмах - "Олимпийский" стадионта ÿссе ларнă Пăр керменĕн тĕп арени çинчен. Çак кунсенче "пăрланнă" катока хоккеистсем, строительсем тата журналистсем тĕрĕслесе пăхрĕç.

- Хăçантанпа кĕтрĕмĕр çак саманта. Каток çынсене йышăнма хатĕрех мар пулин те - çывăх вăхăтра хăйĕн алăкĕсене пурин валли те уçĕ. Чи малтан катокăн пахалăхне хамăр тĕрĕслесе пăхас терĕмĕр. Хам та тахçантанпах каток çине тăман, хоккей клюшкине вара ачаранпа алла тытман, - калаçăва пуçларĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников каток çинче хоккейла выляса ĕшеннĕ хыççăн. - Республикăри чи пысăк керменте пире кăна мар, спортсменсене те тренировка ирттерме кăмăллă пулĕ. Катока ĕçлеттерсе яма Мускавран пысăк специалистсем килсе кайрĕç. Телее, пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Каярах каток тата та чаплăрах пулĕ, - терĕ вăл.  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.