Çĕнĕ больница Çĕнĕ çул парни пулĕ

15 Юпа, 2019

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă «Тĕп хула больницин» нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникинче строительство ĕçĕсем епле пынипе паллашрĕ.
 Михаил Васильевича вырăнти лару-тăрупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Тĕп хула больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова, СМУ-115 ООО директорĕ Андрей Баринов подрядчик паллаштарчĕç. Республика Пуçлăхĕ тĕп фасадра, рентгенпа диагностика уйрăмĕнче, ытти кабинетсенче, çав шутра 120 вырăнлă акт залĕнче строительство ĕçĕсем епле пынине сăнарĕ. «Поликлиника тулаш енчен те, шалтан та илемлĕ. Ĕçлемелли нумаях юлман. Ку — хула çыннисем валли Çĕнĕ çул парни пулĕ. Кабинетсем хăтлă та çутă, цифрăллă çĕнĕ оборудовани туянса килнĕ. Калăпăр, Сакура – компьютер томографĕ 24 миллион тенкĕ тăрать. Çĕнĕ поликлиника хута кайни хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес текенсен черетне чылай чакарĕ. Сывлăх сыхлавне малашне те укçа-тенкĕ уйăрăпăр», - терĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, вăл поликлиникăн йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртнине пăхса çаврăнчĕ. Кунта 5 вырăнлă гараж та, парковка та пур. Ĕçлĕ канашлăва пухăннисем палăртнă тăрăх, поликлиникăна раштав уйăхĕн малтанхи кунĕсенче уçма палăртрĕç. 2020 çултан вăл пациентсене йышăнма пуçлĕ.

Роза ВЛАСОВА

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас