Пациент чӳречерен ӳкнĕ
Эрнекун, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче инкек пулнă. 5-мĕш хутри урологи уйрăмĕн чӳречинчен 71-ри арçын ӳкнĕ. Суранĕсене пула вăл çавăнтах вилнĕ.
Шупашкарти ку пăтăрмах тĕлĕшпе ЧР Сывлăх сыхлав министерстви тĕрĕслев пуçарнă. Пулни-иртни тĕлĕшпе прокуратура та кăсăкланнă. РФ СКна Чăваш Енри следстви органĕсем те следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттереççĕ.