Цемент пахалăхне пĕлесчĕ
Кăçал пурăнмалли çуртăн никĕсне ярса çитес çул стенасене кирпĕчрен купалама шутлатăп. Раствор тумалли цемента кăçалах туянас тетĕп. Ăна мĕнле упрамалли çинчен каласа памăр-ши?
Валерьян КАРПОВ. Тăвай районĕ.
Цемент пахалăхĕ хăш вăхăтра туса кăларнинчен тата хăçанччен упранинчен килет. Вăрах вăхăт упранă цемент, сывлăшри нÿрлĕхпе, углекислăй газпа пĕрлешсе, хăйĕн пахалăхне чылай çухатать. Виçĕ уйăхран портландцемент марки вăтамран 20 процент, ултă уйăхран - 30 процент, çулталăкран - 40 процент, икĕ çултан - 50 процент таран чакать. Пысăк маркăллă цемент пахалăхĕ, пĕчĕк маркăллисемпе танлаштарсан, хăвăртрах чакать. Çавăнпа та цемента икĕ уйăхран ытла упрасан унăн пахалăхне тĕрĕслемелле.
Харпăр хăй вăйĕпе çурт-йĕр лартакансем цемент пахалăхне çапла пĕлме пултараççĕ. Ывăç тупанне илнĕ паха цемента алăпа чăмăртасан пÿрнесем хушшинчен юхса тухмалла. Пĕчĕк муклашкасем юлни цемент хăйĕн пахалăхне çухатни çинчен калать. Ун пек цементпа ĕçре усă курма кирлĕ мар.
Цемент пахалăхне çак меслетпе те тĕрĕслеме пулать. Малтан цементран, хăйăртан тата шывран хутăш хатĕрлемелле. Çак хутăшран формăпа кубик тумалла. Ăна 7 талăк хушши 15-25 градус ăшăра тытмалла. Çакăн пек условисенче цементлă раствор çурри таран хытмалла. Ун хыççăн кубика çапса раствор çирĕплĕхне пĕлеççĕ. Вăл çăмăл çĕмĕрĕлни цемент пахалăхĕ чакни çинчен калать.
Вăрах вăхăт упранă цемент маркине строительство лабораторийĕнче тĕрĕслесен аван. Цемента унта стандартпа килĕшÿллĕн тĕрĕслеççĕ.
Цемент пахалăхне чакарас мар тесен турттарса килнĕ тата упранă чухне йĕпенесрен, тĕрлĕ хутăшсемпе вараланасран сыхлас пулать.
Цемента пÿлмере е хут михĕсемпе упранă чухне склад урайĕ çĕртен 50 см çÿллĕшĕнче пулмалла. Ăна тăпра урай çинче упрама юрамасть. Цемента пĕр складра строительство гипсĕпе /алебастрпа/, извеçпе, пурăпа тата ытти тусан пĕрчи евĕрлĕ материалсемпе упрама юрамасть.
Цемента çÿлте кăтартнă меслетсемпе упрасан пахалăх чылайччен чакмасть.
Василий ИВАНОВ,
инженер-строитель
Комментари хушас