Паха сĕнÿсем

23 Утă, 2015

Пуховик çăватпaр

Хĕлле нумайăшĕ пуховик тăхăнса çÿрет. Вăл çăмăл, ăшă, илемлĕ. Анчах ăна мĕнле çумалла? Яланах химчисткăра тасаттарни те хака ларать. Çавăнпа нумайăшĕ килтех çума тăрăшать. Çунана çулла хатĕрлеме хушнă. Апла тумтире çанталăк ăшă тăнă вăхăтра çуса типĕтме аван.

Час-часах пуховик çинчи ярлăкра машинăпа, алăпа çума юраманнине асăрхаттараççĕ. Анчах çакă ниме те пĕлтермест.

16 Утă, 2015

Усăллă канашсем

  • Пахчари кăтка пĕтерме авăртнă хĕрлĕ пăрăç пулăшать. Ăна кăткă йăви патне сапмалла. Вăл çавăн пекех купăста, хăяр хуртне те вĕлерет: 10 л шыва 100 г пăрăç ямалла, 2 сехет тытмалла, ÿсен-тăрана пĕрĕхмелле.
  • Помидора чир-чĕртен упрама вĕлтĕрен шывĕпе шăвармалла.
  • Купăста лĕпĕшĕ армутирен хăрать. Çавна май ăна пахчаçимĕç çине хумалла.
  • Пÿлĕмри чечеке ÿсме çумăр шывĕ пулăшать.
30 Ака, 2015

Цемент пахалăхне пĕлесчĕ

Кăçал пурăнмалли çуртăн никĕсне ярса çитес çул стенасене кирпĕч­рен купалама шутлатăп. Раствор тумалли цемента кăçалах туянас тетĕп. Ăна мĕнле упрамалли çинчен каласа памăр-ши?

Валерьян КАРПОВ. Тăвай районĕ.

13 Чÿк, 2014

СЫВЛĂХА ÇИРĔПЛЕТМЕ - ӲСЕН-ТĂРАН «СĔЧĔ»

Выльăх сĕтĕнчен вăл мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Пĕрремĕшĕнчен, унра холестерин, лактоза, крахмал, гормонсем, антибиотиксем çук. Иккĕмĕшĕнчен, ăна типĕ тытакан, организмĕ лактозăна йышăнман, ахаль сĕте аллерги пур çынсем ĕçме пултараççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, вăл тутлă кăна мар, питĕ усăллă та.

Мĕнле хатĕрлемелле