«Çемьене упра, уншăн тĕслĕх пул»

23 Пуш, 2018

Казаксем паттăр салтаксем пулнипе тата хăйсен хăюллă юррисемпе уйрăлса тăраççĕ. Мĕн авалтанпах казак арçыннисем патша çарĕнче службăра тăнă, вĕсен арăмĕсем кил ăшшине упраса пурăннă. Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон» хайлавĕнче сăнланнă геройсем йышши çынсем хамăр хушăра та сахал мар.

Кашни вырсарникун — чиркĕве

2010 çулта Чăваш Енре казаксен культура центрĕ йĕркеленнĕ. Унăн ертÿçи Валерий Бобков каланă тăрăх — пирĕн республикăн çĕрĕ çине çак халăхăн уйрăм представителĕсем 16-мĕш ĕмĕрте килсе лекнĕ. «Ун чухне казаксем Раççей чиккине Улатăр, Етĕрне тата Кăрмăш патĕнче сыхланă. Хусана илнĕ хыççăн казаксен çарне салатса янă — хăшĕ- пĕри тăван тăрăхне таврăннă, хăшĕ-пĕри кунтах юлнă. Архив хучĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — Пăрачкавпа Улатăр тăрăхĕсенчи ял-сенче казаксем пурăнни паллă. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе хутăшса кайнă пулин те вĕсем казак пулма пăрахман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче казаксен обществи тепĕр хут вăй илме пуçларĕ. Чăваш Енре пурăнакан казаксен тăхăмĕсем те пĕр йыша чăмăртанчĕç», — терĕ Валерий Константинович.
Чăваш Ен казакĕсем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Вăрнарта халăх йăли-йĕркипе культурине упраса, ытти халăх çыннисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вăрнар тăрăхĕнче «Георгиевский», Улатăрта «Казачья слобода», Чăваш Енĕн тĕп хулинче «Чебоксарская застава» хуторсем йĕркеленнĕ. Казаксен тĕн ыйтăвĕ питĕ çирĕп. Шупашкартисем Михаил архангел чиркĕ-вне пухăнаççĕ. Улатăр хуторĕнче часавай тата чиркÿ çĕклеççĕ. Чиркÿ çумĕнче кадет ушкăнĕсем пур.
— Ачасене 7 çул тултарсан кадет йышне илетпĕр, вĕсем казаксен вырсарни шкулне çÿреççĕ. Унта çамрăксене тĕн ыйтăвне вĕрентеççĕ, казак халăхĕн кун-çулĕпе паллаштараççĕ. Туррăн 10 саккунне уяса пурăнма, аслисене хисеплеме, ашшĕ-амăшне сума сума мĕн ачаран вĕрентмелле. Тĕрлĕ кружока çÿресе хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. Çарпа спорт мероприятийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ, вĕсем çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-туйăмне çирĕплетеççĕ. 18 çула çитсен казак ятне паратпăр. Çар искусствине алла илме пулăшатпăр. Пирĕн çамрăксен хушшинче хăйсен пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнисем те пур, — калаçăва тăсрĕ атаман.
Казакăн еплерех пулмалла? Чи кирли — православи тĕнне ĕненни. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.