Çемье чăмăртама туйăм çурални çителĕклĕ

15 Раштав, 2017

Ăна упраса хăварас тесен тÿсме тата каçарма вĕренмелле

«Пĕр утăм та каялла каймалла мар, пĕр вырăнта тăмалла мар, яланах малалла, яланах пĕрле!» — çакăн пек девизпа пурăнаççĕ Çĕнĕ Шупашкарти Афанасьевсем. Пĕр чăмăр, пĕр чĕре пек вĕсем.

«Кашни хĕрарăмах сывă ача тыттарас килет»

«Ачасемпе больницăна каймалла е конкурссене хутшăнмалла — упăшкапа иксĕмĕр те тухса утатпăр. Ирхине те, каçхине те, канмалли кунсенче те яланах пĕрле эпир. Харпăр хăйĕн ĕçне кайсан çеç уйрăм. Яла та вăл пĕччен каймасть. Эпĕ ыйтмастăп та — пĕрле тумланатăп та тухатăп. Ĕçке те, уява та уйрăм çÿресе курман. Упăшкам пĕр-пĕриншĕн тăрăшакан мăшăрăн çемйинче çитĕннĕ. Унăн виçĕ аппăшĕ маншăн тăвансем пекех. Манăн аттепе анне пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Çавăнпа ыйтусем сиксе тухсанах вĕсенчен сĕнÿ-канаш ыйтатăп», — калаçăва пуçларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Наталия Михайловна.

Наталия Афанасьева Вăрмар районĕнчи Чулкаç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицейре пĕлÿ илнĕ. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1995 çулта Трак тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Афанасьевпа çемье çавăрнă. Наталия Михайловнăпа Валерий Анатольевич виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. «1-мĕш шкул хупăннă хыççăн çемьере йывăрлăхсем пулчĕç. Аслă ывăл Кирилл чирлĕ çуралчĕ. Унпа чылай лартăм. Пĕр кунхине вара химиксен хулинчи 5-мĕш шкул директорĕ Валентина Петрова ĕçлеме чĕнчĕ. «Эсир 2 урок ирттернĕ хыççăн киле ачăр патне кайса килме пултаратăр», — сĕнчĕ вăл хирĕçлеме пăхсан. «Сирĕн ĕçлемеллех!» — хушса хучĕ ертÿçĕ куçран пăхса. 5-мĕш шкулта пиллĕкмĕш çул ĕçлетĕп ĕнтĕ. Кирилл 18 çул тултарчĕ. Коррекци шкулĕнче 9 класс пĕтерчĕ те халĕ килте ларать. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Турă панă чун. Çут çанталăка та, Турра та кÿренмелле мар. Çĕр çинчи кашни хĕрарăмăн аллине сывă ача тыттарас килет. Çавăн пек шăпаллă ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе чылай тĕл пулатпăр. Тĕрлĕрен калаçакан пур. «Мухтав Турра, вăл çавăн пек, мухтав Турра вăл манăн», — тетĕп эпĕ. Пирĕн ĕмĕр тăршшĕпех çав ачашăн тĕрев пулмалла. Вăталăххи Кира 5-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулĕнче фортепиано тата вокал уйрăмĕсенчен вĕренсе тухрĕ. Ăна кунта ăсталăха тата туптама хăварчĕç. Кирăна музыка учителĕсем Чулхула е Тольятти хулинчи музыка училищине вĕренме ярасшăн. «Виçĕ хĕр пулсан та пĕрне те аякка кăларса ямастăм», — тетĕп эпĕ. Паллах, хĕрĕмĕрĕн таланчĕ пур. Хула, республика, Раççей конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Кăçал республика шайĕнчи «Çăлтăрчăк» фестиваль- конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăсталăхĕпе пултарулăхĕшĕн «Артек» лагере кайма тивĕçрĕ. Раштавăн 28-мĕшĕнче çула тухĕ. Вăл унта 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне те пулнăччĕ. «Артекра» паллашнă юлташĕсемпе социаллă сетьсенче халĕ те çыхăну тытать. «Ÿссен вожатăй пулатăпах, çав лагере тепĕр хут каятăпах», — тетчĕ Кира. Халĕ ĕмĕчĕ пурнăçланать. Хĕрĕмĕр шкулта лайăх вĕренет. Тĕрлĕ конкурса, уйрăмах сăвă вулас енĕпе иртекеннисене, хутшăнать. Ача-пăча пултарулăх центрĕнчи «Диалог» театр кружокне çÿрет. Кĕçĕнни Семен — 2-мĕш класра. Вăл та лайăх вĕренет. Музыка шкулне те çÿрет, баян калать. Спортпа туслă, бассейнра ишет», — паллаштарчĕ Наталия Михайловна.

«Пире театр паллаштарчĕ»

— Калăр-ха: сирĕнтен хăшĕ, упăшкăр е хăвăр, музыкăпа туслă?

— Эпир пулас мăшăрăмпа Галина Скворцова ертсе пыракан «Çăлкуç» халăх театрне çÿреттĕмĕр. Иксĕмĕр те спектакльсенче выляттăмăр. Астăватăп-ха: мана тĕп рольсенех шанатчĕç. Театр пире паллаштарнă, театр пире пĕрлештернĕ. Валера купăс, баян, гитара калать. Фортепианăпа пианинăна та «парăнтарать». Мăшăрăм Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Шупашкарта хăватлă тракторсем пуçтарнă çĕрте ĕçлет. Тĕрĕссипе, вăл та пултарулăх çынниех. Эпир унпа театрсене çÿретпĕр. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчи премьерăсемпе паллашсах тăратпăр. Драмăсене ытларах кăмăллатпăр.

— Ахальтен мар-тăр эсир чăваш чĕлхине вĕрентессине суйласа илнĕ?

— Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицейре йăмăкăм Таня вĕренетчĕ. Эпир çемьере унпа икĕ ача кăна пулнă. Пире анне пĕчченех ÿстернĕ. Шел, вăл 47-рех куçне ĕмĕрлĕхе хупрĕ. Сăмах май, упăшкан амăшĕ те вăл 17 çулта чухне вилнĕ. Ашшĕ те çичĕ теçетке çул тултарсан пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çавăнпа манăн ачасем кукашшĕпе кукамăшĕн, аслашшĕпе асламăшĕн ачашлăхĕпе ăшшине туйса курман. Ачасем ÿссен мăнуксемшĕн л а й ă х а с л а ш ш ĕ - асламăшĕ, тивĕçлĕ кукашшĕ-кукамăшĕ п у л а с ч ĕ т е т п ĕ р . Анне панă чĕлхе вара маншăн яланах хаклă пулнă. Эпĕ ăна шкулта çав тери юратса вĕреннĕ. Драма кружокне çÿренĕ, сăвă конкурсĕсене, олимпиадăсене хутшăннă. Çемьере те ачасемпе чăвашлах калаçма тăрăшатăп. Хулара вĕсен вырăсла сăмахласси те пулать, ялта яланах тăван чĕлхепе пуплетпĕр.

— Пурнăç — ĕç кăна мар. Çемьепе мĕнле канатăр?

— Канмалли кунсенче Красноармейски районĕнчи Çĕньял Упине каятпăр. Унта упăшкан ашшĕпе амăшĕнчен юлнă çурт пур. Валерăн аппăшĕн хуçалăхĕ питĕ пысăк. Виçĕ ĕне тытать — сĕт-турăхсăр лармастпăр. Пире унта питĕ килĕшет. Пахча хыçĕнче вăрман, умра Çавал юхса выртать. Кирила та лайăхрах, ирĕклĕрех унта. Ялта пахча çимĕç туса илетпĕр. Пĕлтĕр кăвакалсем те тытса пăхрăмăр. Упăшка тимĕр-тăмăрпа аппаланма юратать. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.