ÇЕÇКИНЕ ТИПĔТСЕ

Кишĕр çеçкипе халăх медицининче тĕрлĕ чиртен сипленме усă кураççĕ. Ăна саралма пуçличчен пухса хатĕрлемелле, сулхăнра типĕтмелле.

Çеçке К, С витаминсемпе, калипе, селенпа, кальципе пуян. Йÿçĕ тутинчен хăтăлма кăштах тăвар янă шывра 15 минут тытнă хыççăн ăна яшкана, салата хушаççĕ.

Сиплĕ енĕсене илес пулсан, кишĕр çеçки юна тасатать, ÿт тăртаннине ирттерет, апатри наркăмăшсене сиенсĕрлетет, лимфа тĕввисен ĕçне лайăхлатать, ÿт, мышцăсен тонусне, пÿре çи парĕсен ĕçне йĕркене кĕртет. Йывăр чир хыççăн иммунитета ÿстерет.

 

Суран, кĕсен

Кишĕр çеçкинче сиенлĕ микрофлорăна аталанма чăрмантаракан фитонцидсем пур.

Пĕр ывăç чĕрĕ çеçкене вĕтетмелле. Пулнă пăтта сиенленнĕ ÿт çине хумалла. Нимĕнпе те чĕркемелле, çыхмалла мар. Кунне пĕрер сехет тытмалла. Курс - сываличчен.

 

Варикоз

2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ çеçкене тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Термосра çĕр каçа пиçĕхтерсе лартмалла, ирхине сăрăхтармалла.

Шĕвеке пĕр кунра темиçе сăтăрккăпа ĕçсе ямалла. Курс - 3 эрне.

 

Ÿт тăртанни, цистит

1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ çеçкене тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 2 сехетрен сăрăхтармалла.

Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

 

Геморрой, тромбофлебит

Пĕр ывăç чĕрĕ çеçкене е 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çеçкене термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла.

Кун тăршшĕнче чей вырăнне ĕçмелле. Курс - 2-3 уйăх.

 

Чул чирĕ

Шăк çулĕсен чул чирĕ аптратсан 2 апат кашăкĕ типĕ кишĕр çеçкине термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла.

Кунне 4-5 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс - 7 уйăх.

Шута илме: кишĕр çеçкипе вар-хырăм çулĕсен чирĕсем аптратсан тата çие юлнă хĕрарăмсен сипленме юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.