Çара кайма ачаран ĕмĕтленнĕ
РФ Конституцине кĕртме палăртнă тӳрлетӳсенчен чи пĕлтерĕшлисен шутне, Раççейре пурăнакансен шухăшĕпе, историе урăхлатса кăтартма ирĕк памалла марри кĕрет. Çавăн пекех çамрăксене патриот воспитанийĕ парасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки пулас ăрусем валли астăвăма упрасси социаллă блокри ытти ыйтуран кая мар пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем Тăван çĕршыва, тăван тăрăха, хамăр халăха, хамăр культурăна, хамăр историе хисеплессине пырса тивеççĕ.
— Историе ачасене шкулта ытларах тата тĕрĕсрех вĕрентмелле. Паянхи ачасенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки ыйтăр-ха — йĕркеллĕн нимех те хуравлаймаççĕ. Çакă чуна ыраттарать. Манăн атте Иван Скворцов вăрçăра паттăрăн çапăçса Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Никифорпа Алексей мучусем çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Ача-пăчана патриот воспитанийĕ памалла, арçын ачасене салтака кайма хатĕрлемелле. Çакăнпа çыхăннă мероприятисене ытларах ирттермелле. «Санăн салтака каймалла, йăмăкусен качча тухмалла», — тетчĕ кукамай. Çавăнпа эпĕ çарта пулма ĕмĕтленеттĕм. Тăван çĕршыва хӳтĕлессине пысăк тивĕç, чыс вырăнне хураттăм. Маншăн, хĕсметре кĕçĕн лейтенант пулнăскершĕн, РФ Конституцийĕнчи çак тӳрлетӳсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Роза ВЛАСОВА ыйтса пĕлнĕ.
Комментари хушас