Çар службинчен пăрăнсан...
КРИМ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре çуркуннехи çар призывĕ пуçланать. Ун умĕн РФ Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ çар службинчен пăрăннă тĕслĕхсемпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпченине пĕтĕмлетнĕ.

РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси Раççей гражданинĕн тивĕçĕ шутланать. Шел те, хăшĕсем çак тивĕçе туймаççĕ çав. 2013 çулта Шупашкарта призывран пăрăннă тĕслĕхпе пĕр уголовлă ĕç пуçарнă. Паллах, нумай мар, анчах вăл та ыттисемшĕн урок пулмалла.

Палăртни вырăнлă: призывран пăрăннăшăн УК 328 статйипе айăплаççĕ. Çара каяссинчен хăтармалли саккунлă сăлтавсем çук тăк - явап тытма тивет. Призыв пуçланасси çинчен РФ Президенчĕ указ кăларса пĕлтерет. Çара каяссинчен хăтармалли сăлтавсен шутĕнче - сывлăха пула çар службине юрăхсăрри, альтернативлă службăра пулни, преступленишĕн судпа айăпланни.

Çар комиссарĕн повесткине панă хыççăн çар чаçне каймашкăн комиссариата, сбор пунктне пыманни призывран пăрăнни шутланать. Тата - çын хăйне суран кÿни, призывран хăтăлас тĕллевпе суя документсем илни. Шута илмелли сăлтавсен ретĕнче вара - призывникăн çывăх çынни вилни, сирсе яма май çук чăрмавсем пулни. Паллах, çакна документсемпе çирĕплетмелле. Çак преступлени «вăраха пыраканнисен» шутне кĕрет. Урăхла каласан вăл тарса çÿрекен çын призыв /сбор/ пунктне пыриччен е ăна тытса чариччен тăсăлать.

27 çул тултарнă хыççăн призывран пăрăннăшăн асăннă преступление çак çулччен тунисем çеç явап тытаççĕ. Судсем асăннă йышши преступленисене тишкернин практикине пăхас тăк - саккуна пăснисене тĕпрен илсен штрафланипе çырлахаççĕ. Пирĕн пай пĕлтĕр суда ярса панă уголовлă ĕçпе çамрăк çынна 120 пин тенкĕлĕх штрафланă. Халĕ следстви пайĕ çакнашкал тепĕр ĕçе тĕпчет.

 

СК Шупашкарти пайĕн ертÿçин аслă пулăшуçи

Евгения КАЗАНКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.