Евгения КАЗАНКОВА

29 Пуш, 2014

Çар службинчен пăрăнсан...

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре çуркуннехи çар призывĕ пуçланать. Ун умĕн РФ Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ çар службинчен пăрăннă тĕслĕхсемпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпченине пĕтĕмлетнĕ.

РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси Раççей гражданинĕн тивĕçĕ шутланать. Шел те, хăшĕсем çак тивĕçе туймаççĕ çав. 2013 çулта Шупашкарта призывран пăрăннă тĕслĕхпе пĕр уголовлă ĕç пуçарнă. Паллах, нумай мар, анчах вăл та ыттисемшĕн урок пулмалла.