ÇАНТАЛĂК УЛШĂННĂ ТАПХĂРТА

20 Пуш, 2014

Çанталăк час-часах улшăнса тăнине пула пуç ыратнипе аптракан чылай. Хамăра пулăшмалли мелсем пирки калаçар-ха.

Сăлтавĕ чылай

Пуç ыратнин сăлтавĕ чылай, 300 ытла пулнине çирĕплетеççĕ. Çак амакпа ыратни хăш тĕлте ытларах палăрнине кура кĕрешме пулать. Тĕслĕхрен мигрень чухне пуçăн пĕр енĕ хытă аптратать. Куç тăрринче ыратни глаукома пирки систерме пултарать. Ĕнсен пĕр енĕ хытсан, ыратни куç е тăнлав еннелле куçсан мăй остеохондрозĕ нуша кăтартни паллă. Мышцăсем хытсан пуçа кăшăл хĕстерсе хунăн туйăнать. Ку час-часах пулсан щит евĕрлĕ пар ĕçне тĕрĕслеттермелле.

Эмел - виçеллĕ

Хытă ыратнине чăтмалла мар. Приступа ирттерме чылай чухне анальгетик ĕçни те çителĕклĕ. Паллах, мигрень чухне вĕсем пулăшаймаççĕ-ха, ятарлă эмел кирлĕ, ун пирки тухтăрпа канашламалла. Тимлĕ пулăр: анальгетик час-часах /уйăхра 10-15 тÿмерен ытла/ ĕçсен вăрах пуç ыратни аталанма пултарать. Эмел ытлашши пулсан пÿре ĕçĕ пăсăлать. «Пуç çурăлсах тухни» тăтăш нушалантарсан сиплеве тухтăр палăртĕ. Вăл пĕр купа эмел çырса памасан та пултарать, ытти мел те чылай: йĕп терапийĕ, психотерапи, сывлав гимнастики, аутотренинг...

Малтанхи пулăшу

  • Пуç ыратма пуçларĕ-и? Часрах пĕтнĕк чейĕ пĕçерĕр, лимон хушса ĕçĕр. Мигрень тĕк 300-400 миллилитр шыв ĕçмелле. Организма шĕвек çитмесен те пуç ыратма пултарать.
  • Приступ осмофобипе - шăрша тÿсейменнипе - çыхăннă пулсан чÿрече уçмалла е уçă сывлăша тухмалла, организма кислород çителĕклĕ пырса тăма тытăнсан пуç лăпланать.
  • Ыратни пуçа кăшăлланă чухне тăнлавсемпе ĕнсене массаж тумалла.
  • Мигрень нушине темиçе пăнча /пуç тÿпине, куç харшисен шал енне, ĕнсе варрине, тăнлавсене/ черетпе пусарни çăмăллатать. Приступ вăхăтĕнче ăш пăтрансан алă тунин шал енне пусармалла.
  • Пуç ыратни вăраха кайсан ароматерапи пулăшать. Эмел курăкĕн, пĕтнĕк, лаванда, энĕç, эвкалипт, хаяр утин, чапăр çăвĕсен шăршипе сывламалла.

 

Рационпа моцион

Ырату приступĕсем гайморитпа, мăй остеохондрозĕпе, сиплемен шăлсемпе çыхăнма пултарнине те шута илмелле. Стресс та, çывăрса тăранманни те, хырăм выçни те, шĕвек çитменни те витĕм кÿме пултараççĕ. Хĕрарăмсен мигрень час-часах гормон улшăнăвĕсене пула пуçланать. Сыр, шăккалат, шурă эрех, хĕрлĕ эрех, консерв, фастфуд , сахал хускални пуçа ыраттарни те тĕл пулать. В6 витаминпа пуян çимĕçсем /тĕслĕ купăста, томат, апельсин, лимон, авокадо/ вара сывлăха лайăхлатаççĕ. Мигреньрен шывра ишни, йога витĕмлĕ пулăшаççĕ.

Пĕлтерĕшлĕ! Пуç ыратни ялан пĕр енче кăна аптратсан васкасах тухтăр патне каймалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.