Çамрăксенче – малашлăх!

12 Раштав, 2016

 Канмалли кунсенче Чăваш Ене «Технониколь» корпораци президенчĕ, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Сергей Колесников килсе кайрĕ. Чи малтан вăл ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ.

 — Эсир çамрăксене аталанма майсем туса паратăр. Тивĕçлĕ профессие алла илсе вĕсем лайăх та пысăк шалуллă ĕçе вырнаçаççĕ, малашлăха та хăюллăнах пăхаççĕ, — палăртнă Михаил Васильевич компанин ырă пуçарăвĕсем çинчен калаçнă май.

Аса илтеретпĕр: темиçе çул каялла «Технониколь» пирĕн республикăра хăйсен вĕренÿ программисене пурнăçа кĕртме тытăннă. Сергей Колесников та малашне килĕштерсе ĕçлеме шантарнă. “Паянхи кун предпринимательсемпе бизнесменсен тата вĕренÿ учрежденийĕсен пĕр- пĕринпе çыхăну йĕркелемелле. Хальхи вăхăтра чылай специалист кирлĕ. Тĕслĕхрен, пире хи-миксем, инженер-электронщиксем, технологсем çитмеççĕ”, — терĕ Сергей Анатольевич. Тĕлпулура çавăн пекех Чăваш Енре корпорацин производство комплексне хута ярасси çинчен те сăмах пуçарнă. Хăна республикăра çак ĕçе йĕркелеме услови пурри пирки те палăртнă.

Михаил Игнатьевпа Сергей Колесников Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумне те çитсе курчĕç. 2013 çулта компани пулăшнипе /пурлăхпа техника базине пуянлатма 1,5 миллион тенкĕ уйăрнă/ уçăлнă вĕренÿ центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Техникум директорĕ Петр Мишин каланă тăрăх — вĕренÿ учрежденийĕ строительство отраслĕ валли çулсерен вун-вун специалист хатĕрлет, кунта çулталăкне 650 çамрăк хушма пĕлÿ илет. Студентсемпе тата преподавательсемпе калаçнă май «Технониколь» корпораци президенчĕ вĕренÿ программисене анлăлатасси çинчен пĕлтерчĕ. “Пирĕн ĕçре проект тăвакансемпе тата подряд организацийĕсемпе килĕштерсе ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă стройматериалсен пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Строительство ака-демийĕн çĕнĕ программисене те çак уйрăмлăхсене шута илсе хатĕрленĕ”, — терĕ Сергей Ана-тольевич.

Михаил Игнатьевпа Сергей Колесников биатлон центрĕнче çамрăк спортсменсемпе тата ве-терансемпе пĕрле йĕлтĕр трассин тата пемелли вырăн пахалăхне тĕрĕслерĕç.

— Эпĕ кунсерен 10 çухрăм чупма тăрăшатăп. Йĕлтĕрпе ярăнни кăмăл-туйăма çĕклет, ĕçлеме вăй-хал хушать. Пирĕн предприятире ĕçлекенсем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ: кам ишме çÿрет, кам çуран чупать. Йĕлтĕр спортне кăмăллакан та нумай. Шупашкарти трасса питĕ аван. Кашни кун ярăннă пулăттăм. Строительство вĕçленсен тата лайăхрах пулĕ кунта. Чăваш Енре çамрăксене спортпа туслă пулма тата тăрăшса ĕçлеме майсем çителĕклех, — терĕ Сергей Анатольевич биатлона ачаран юратнине палăртса. Сăмах май, «Технониколь» компани спорта аталантарас тĕллевпе сахал мар ĕç тунă. Тĕслĕхрен, Рязань тата Ульяновск хулисенче спорт объекчĕсем çĕкленĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ