“Çамрăксен хаçачĕн” пики

10 Авăн, 2015

<=Эпĕ Оля Баранова ятлă, 26 çулта. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Гороскоппа - Пулă. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама юрататăп. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп, йогăпа интересленетĕп.

=>Сăнÿкерчĕкре - Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Лукиянова. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухать. Спорта юратаканскер çăмăл атлетикăна кăмăллать, хутăш кĕрешÿ секцине те çÿрет. Пушă вăхăт тупăнсанах алла акварельпе киçтĕк тытма васкать. Тусĕсемпе кинотеатра çÿреме, урамра уçăлса çÿреме юратать.

Фотоконкурс малалла пырать.

Сăнÿкерчĕкĕре, хăвăр çинчен кĕскен çырнине «Çамрăксен хаçачĕн» электрон почтипе усă курса ярса пама пултаратăр. Адресĕ: molgazeta@rambler.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.