“Çамрăксен хаçачĕн” пики

23 Ака, 2015

Манăн хушамат - Чамжаева, ятăм - Ирина. Чăваш халăх артисткин Полина Чамжаевăн тăванĕ пуль ку теекен тĕрĕсех шухăшлать. Сцена çинче вун-вун роль калăпланă Полина Ивановна маншăн тĕслĕх те, тĕрĕс çул кăтартакан вĕрентекен те. Унран тĕслĕх илсе хам та сцена çине туртăнатăп. Техникумри пур мероприятие те çитме тăрăшатăп: юрлатăп, ташлатăп, ÿкеретĕп, конкурссене хутшăнатăп. Пушă вăхăтра алла кĕнеке илетĕп. Çул çÿреме те юрататăп.

Сăнÿкерчĕкĕрсене, хăвăр çинчен кĕске çырнине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса пама пултаратăр. Килĕшнĕ хĕрсемшĕн вара "Контактра" соцсетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнĕнче "килĕшет" паллă лартса сасăламалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.