- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çамрăксен хаçачĕ» 19 (6265) № 16.05.2019
* Мускаври парада хутшăннă хыççăн хĕрсен телефонĕ чарăнми шăнкăртатнă, çине-çине СМС-çырусем килнĕ. Тăванĕсем, юлташĕсем, вĕрентекенсем, ял çыннисем саламланă, мăнаçланнине пĕлтернĕ. Ку, паллах, курсантсен кăмăлне çĕкленĕ, чăваш ятне çÿлтен çÿле çĕклеме хистенĕ ("Эпир - Аслă Çĕнтерÿ ачисем". Юлия АДЮКОВА)
* "Сирĕн пата Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнчи хастар çынсен ушкăнĕ çыру вĕçтерет. Кăçалхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче староста пуçарăвĕпе вырăнти масара тирпей кĕртме шухăшларăмăр. Субботник пулать тесе 3 кун маларах пĕлтерÿ çырса çакрăмăр. Кун пирки вырăнти депутатсен пухăвĕн председателĕпе те калаçрăмăр, ялта пурăнакансене, депутатсене каласа хума ыйтрăмăр. Палăртнă кун ирхи 9 сехетре ĕç хатĕрĕсем йăтнă çынсем пуçтарăнчĕç. Анчах депутатсенчен Галина Разинăсăр пуçне урăх никам та курăнмарĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те пулмарĕç. Халăх кар! тăрса ĕçе пуçăнчĕ: пĕрисем карта юсаса çĕнетрĕç, теприсем йывăç турачĕсене касрĕç, çÿп-çап пуçтарчĕç… Ĕç вĕресе тăчĕ. Тирпей хуçаланнипе халăх та кăмăллă юлчĕ. Çав вăхăтра ял тăрăхĕн администрацийĕн, шкул ĕçченĕсем ĕçкĕре пулнă — депутатсен вырăнти пухăвĕн председателĕн юбилейне паллă турĕç. Ку çырăва çырмасан та пултараттăмăр, анчах кÿренмелле пулса тухрĕ вĕт! Ахаль çынсем ялшăн тăрăшнă вăхăтра "элита" юбилейра савăнчĕ" (Халăх субботникре чухне депутатсем мĕн тунă)
* "Сирĕнпе сăн ÿкерĕнме юрать-и?" Ахăртнех, пирĕн тăрăхра урамра пач палламан çын кунашкал ыйтупа пырса тăрсан тĕлĕннине пытараймăн. Китайри хăш-пĕр хулара вара çакна ахаль япала пекех йышăнмалла-мĕн. Уйрăмах ют çĕршывран килнисемпе сăн ÿкерĕнме кăмăллаççĕ унта. Çакăн пирки халĕ Китайри Гуйян хулинче пурăнакан, Гуйчжоу университетĕнче китай чĕлхине ăса хывакан Екатерина Кузнецова каласа тĕлĕнтерчĕ (Китайла вĕрентĕр тесе акăлчанла калаçмаççĕ)
Комментари
Казакова Лариса...
чт, 16/05/2019 - 14:44
Permalink
Шăхач ялĕнчи хастар çынсен ушкăнĕн çыру пирки
Тепер суйлавра лайахрах шутлас пулать кама суйламаллине. Масара тасатни савап. Вильнисем сула уса уçса пырес..
Комментари хушас