«Çамрăксен хаçачĕ» 17 (6263) № 30.04.2019

30 Ака, 2019

* Канашри пĕр картише каçхине юпа çинчи хунар мар, икĕ метр çÿллĕш робот çутатать. Трансформера аса илтерекенскер кинори пек халь-халь автомобиле çаврăнассăн туйăнать. Сăн-сăпачĕпе чăннинчен кăшт çеç уйрăлса тăрать-çке Вася. Автомобилĕн тĕрлĕ пайĕнчен ăсталанăскере унăн хуçин тус-юлташĕ çапла ят панă. Картишре Васьăн кÿршисем те пур — мотоцикл утланнă тимĕр байкерсем. Çуммăн тепĕр робот вырнаçнă: хĕç çĕкленĕ самурай-ши е урăх планетăран турилккепе вĕçсе килнĕ чĕр чун. Ун тăрăх çывăхри çуртра пурăнакансем çанталăка сăнаççĕ — çиллĕ чухне роботăн «флюгерĕ» çаврăнать (Роботсен «ашшĕ». Нина ЦАРЫГИНА)

* «Тахçан вăрçă кĕрленĕ вырăнсенче йĕркелекен шырав ĕçĕсене хаваспах хутшăнатпăр. Çĕре чавнă май салтаксем усă курнă пĕр-пĕр япалана тупсан кăмăл çĕкленет, пушшех тăрăшарах ĕçлес, мĕн те пулин тупас килет. Ку кăсăклă ĕç хăйĕн еннелле туртать», — теççĕ Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи шырав отрячĕн хастарĕсем Татьяна Николаева тата Марина Лаптева (Экспедицире самолет чавса кăларнă)

* Григорьев Канны хулинче каннă, Ермолаев тĕнчери чи çÿллĕ çурта курнă

* Китай стени патĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ

* Никам та пĕччен пурăнма çуралман. Николай та лайăх хĕрарăм тупас шанчăкпах кун кунлать. «Телевизорпа «Давай, поженимся» кăларăм пăхатăп та… Нивушлĕ хĕрарăм йĕркеллĕ пулсан арçын тупаймасть?» — шухăшне палăртрĕ хусах. Мĕнле хĕрарăмсем килĕшеççĕ-ха ăна? Ĕçченнисем, ырă кăмăллисем. Сăнĕпе пукане евĕррисен чылайăшĕн чунĕсем «çĕрĕк» тесе шухăшлать арçын (Юрату амантсан та шанчăка çухатман)

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.