Çамрăк кĕрешÿçĕн черетлĕ çитĕнĕвĕ

5 Чÿк, 2015

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строительне, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинне Анатолий Иванович Слукина асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ. Ку спорт ăмăртăвне Хĕрлĕ Чутай спортсменĕсем те хастар хутшăннă.

2007-2009 çулсенче çуралнă, 28 килограма çитичченхи пăхаттир арçын ачасем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 2 «в» класра вĕренекен Вадим Иванов кĕмĕл çĕнсе илме пултарнă. Вадим призер пулнă май ăмăртура Диплома, медале тата кубока тивĕçнĕ.

Сăмах май, Вадим ача садĕнченех спортпа туслă. Вăл питĕ тăрăшуллă, шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, йывăрлăхсенчен хăрамасть, вĕсене çăмăллăнах парăнтарма пултарать. Çак пахалăхсене кура ĕнтĕ ашшĕ, федераллă судья пулса ĕçлекен Олег Викентьевич Иванов, хăй те спортпа туслăскер, ывăлне пĕчĕклех спорта явăçтарма пуçланă. Каярахпа Вадим спорт комплексне кĕрешекенсен уйрăмне çÿреме тытăннă. Нумаях та вăхăт иртмен, пултаруллă арçын ача хăйне вĕрентекенсене район тата республика шайĕнчи çĕнтерÿсемпе савăнтарма пуçланă. Иртнĕ тата кăçалхи çулсенче вăл темиçе хут та çĕнтерÿ пьедесталĕ çинче пулчĕ. Шупашкарти çамрăксемпе ачасен «Спорт» спорт шкулĕнче Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă уçă ăмăртура 25 килограмм таякан ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Март уйăхĕн- че РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн Юрий Шереметьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн Хĕрлĕ Чутай салинчи «Хастар» спорт комплексĕнче иртнĕ республика ăмăртăвĕнче виççĕмĕш тухрĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешес вăрттăнлăхсене пĕлме çамрăк спортсмена иккĕмĕш çул ĕнтĕ Петр Кузьмин тренер пулăшать. Вадимăн ашшĕ-амăшĕ те, тренер та арçын ачан спортри пуласлăхĕ пысăк пуласса шанаççĕ.

Альбина ЗАМУТКИНА.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Вадим Иванов.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.