Çамрăк армеецсен тĕп ăмăртăвĕ

20 Çĕртме, 2017

Ĕнер Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем пуçланнă. Унта районсемпе хуласенче çĕнтернĕ çамрăк космонавтсемпе пушарнăйсем, кадетсем, çарпа патриотизм клубĕсене çÿрекенсем, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем вăй виçеççĕ.

«ЮНИТЕКС» центрăн сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх — вăйăсене 700 ытла яшпа хĕр /85 команда/ хутшăнать. Çамрăк армеецсем тăватă ушкăна пайланса автомат салатса пухас, винтовкăран перес, тĕрлĕ дистанцие чупас енĕпе тупăшĕç, тĕрлĕ викторинăра хăйсен ăсне, çаврăнăçулăхне тĕрĕслĕç, çул-йĕр правилисене ăса хывĕç... Ăмăртусем çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вĕçленĕç. Ун чухнех çĕнтерÿçĕсене палăртĕç.

Сăмах май, пĕлтĕр çамрăк армеецсен вăййисем Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам тăрăхĕнче иртнĕ. Унта тĕрлĕ хулапа районти 80 ушкăн /800 ытла яшпа хĕр/ тупăшнă. Малти вырăнсене Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи шкулсен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи технологи техникумĕн командисем йышăннă.

 

Рубрика: 

Комментари хушас