Çамрăк амăшĕсем вĕренеççĕ

26 Пуш, 2014

Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсем ĕç рынокĕнче социаллă хÿтлĕх кĕтекен граждансен ушкăнне кĕреççĕ. Пытармалли çук: çав тапхăр вĕçленнĕ хыççăн малтанхи ĕç вырăнне таврăнасшăн мар вĕсем, квалификаци шайĕ пурнăç ыйтнине тивĕçтерменнипе унчченхи профессийĕпе те ĕçлес туртăм çук. Çакнашкал лару-тăрура çамрăк амăшĕн карьерăна çĕнĕрен пуçлама тата йĕркелеме тивет, мĕншĕн тесен декрет отпускĕ вăхăтĕнче вăл хăнăхăва тата ăсталăха палăрмаллах çухатнă. Унсăр пуçне производство технологийĕсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ, кунсерен çĕнелсе пыраççĕ. Апла тăк чылай хушă ачапа килте ларнă çамрăк хĕрарăмăн хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнмашкăн, халĕчченхи ĕç таппине кĕрсе каймашкăн, професси пĕлĕвне çĕнетсе пымашкăн шанăç пур-и?

Паллах, пур. Виçĕ çула тăсăлнă тăхтав хыççăн ĕç-хĕле кÿлĕнме пулăшакан çăлăнăç - республикăри ĕçлев службин органĕсем янипе профессие алла илни е малтанхи квалификацие ÿстерни. Вĕренни ĕç условийĕсене хăнăхмалли тапхăра кĕскетме, професси ăсталăхне аталантарма, çĕнĕ вырăнта кирлĕ компетенциллĕ пулма, ĕçпе тивĕçтерекенсене вара укçа-тенкĕ ытлашши тăкакламасăрах квалификациллĕ специалистсене йышăнма май парать.

Хĕрарăмсене ĕç рынокĕ тăтăшах ыйтакан профессисене - бухгалтер /квалификацие ÿстересси/, парикмахер, маникюрша, администратор, повар, çĕвĕçĕ, АЗС операторĕ, автомобиль водителĕ тата ытти - ĕç-хĕл валли тивĕçлĕ лицензи илнĕ пĕлÿ учрежденийĕсен, организацийĕсен вĕрентÿпе производство никĕсĕ çинче хăнăхтараççĕ. Çамрăк амăшĕсен ăçта вĕренме каяссине суйлама ирĕк пур: 2013 çулта 27 профессие 16 пĕлÿ организацийĕнче илме пулăшнă.

Конкретлă специальноçа вĕсем тÿлевсĕр хăнăхаççĕ, ăс пухнă тапхăршăн стипенди илеççĕ тата вĕреннĕ вырăна кайса килнипе, ытти çĕрте вĕренме тивсен унта пурăннипе çыхăннă тăкаксемшĕн саплаштарăва тивĕçеççĕ. Хĕрарăмсенчен чылайăшĕ тĕпренчĕкĕсенчен нумай вăхăтлăх уйрăласшăн мар. Çакна шута илсе вĕренĕве вĕсем пурăннă çĕртех йĕркелеме тăрăшаççĕ.

Çемьери лару-тăрăва пула тăтăшах килте ларма тивекен хĕрарăмсене меллĕрех пултăр тесе дистанци мелĕпе вĕрентмелли программăсем туса хатĕрленĕ. Халĕ "АСБУ операторĕ "1С: Предприяти", "ЭВиВМ операторĕ" специальноçсемпе вĕсем тухса çÿремесĕрех квалификацие ÿстерме пултараççĕ.

2013 çулта професси вĕренĕвне ачана виçĕ çула çитиччен пăхса ÿстерекен 427 амăшĕ кайнă. Кăçал ĕçе тухас тĕллевлĕ 400 хĕрарăмăн ăсталăхне пуянлатма палăртнă.

Пурнăç çирĕплетнĕ тăрăх - ачана виçĕ çула çитиччен пăхакан çамрăк амăшĕсем профессие хăнăхнă хыççăн ăнăçлă вырăн тупаççĕ.

Тĕслĕхрен: Шупашкар хулинче пурăнакан И.Гордеева халĕччен ниçта та ĕçлемен тата унăн професси те пулман. Кăкăр ачипе ларнă вăхăтра вăл халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр янипе парикмахера вĕренсе "Семейная" парикмахерские вырнаçнă.

С.Лящук ачаллă пуличчен инженерта тăрăшнă. Шупашкар хулинчи ĕçлев центрĕ пулăшнипе "В" категори водителĕ" специальноçа илнĕ, çапла вара "Сварка" НПВФ" АХОра тепĕр хут ĕçлеме тытăннă, суту-илÿ менеджерĕн тивĕçне пурнăçласа час-часах вырăна тухса çÿреме тытăннă. Ĕç кунĕ вĕçленсен тĕпренчĕкне ача садĕнчен илмешкĕн те ĕлкĕрет. Çапла вара экспедиторта, суту-илÿ менеджерĕнче, представителĕнче ăнăçлă ĕçлес тĕллевпе руль умне ларнă хĕрарăм йышланса пынинче ĕçлев службин тÿпи те пур.

Етĕрне хулинче пурăнакан О.Аксенова декрет отпускне кайиччен "Каравай" ОООра чуста касакан машинист пулнă. Малашне виçĕ сменăпа ĕçлесси çамрăк амăшне илĕртмен. Пепкине пăхнă вăхăтра вăл "суту-илÿ залĕн кассирĕ" профессие вĕренмешкĕн ятарлă курса кайнă. Халĕ çав предприятирех тăрăшать - павильонра çăкăр-булка сутать. Çĕнĕ вырăнти график ăна тивĕçтерет, вăхăта чун тĕпренчĕкĕпе ытларах ирттерме май парать.

Пĕчĕк ачаллă амăшĕсене профессие вĕрентес тĕлĕшпе йĕркеленĕ мероприятисем экономика енĕпе пайталлă пулнипе пĕрлех социаллă витĕм те кÿреççĕ - вĕренсе тухнă хĕрарăмсенчен пĕри те ĕçе вырнаçма пулăшасса кĕтсе служба органне пыман, специальноç илнĕ хыççăн вĕсен тупăшма пултараслăхĕ ÿсет тата вĕсем карьера çулне такăрлас ăнтăлăвĕ те пысăкланать.


Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.