Çăмăл мар пулсан та - малаллах...

13 Пуш, 2015

ЧР Министрсен Кабинечĕн юнкунхи анлă ларăвĕнче республикăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Унта Правительство членĕсем кăна мар, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитетсен, предприятисен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çул Чăваш Еншĕн 2013 çултинчен аванрах пулнине палăртрĕ. Çапла, çулталăк вĕçĕнче кризис палăрăмĕсем вăй илнĕ, анчах, пĕтĕмĕшле илсен, вĕсене парăнтарма май килнĕ. Пĕлтĕр промышленноç, ялхуçалăх производствисем ÿсĕмлĕ пулнă, ытти енĕпе те ăнăçусем пур. Республика фельдшер-акушер пункчĕсен сетьне аталантарса чи лайăх регионсен шутне кĕнĕ, 15 садик хута ярса тата 3,5 пин ачана йышăнма майсем йĕркеленĕ. Кĕçех вара федерацин шкулсем тумалли программи ĕçлеме пуçламалла. Михаил Васильевич Чăваш Енĕн çав программăна кĕмешкĕн майсем пуррине палăртрĕ.

Лару пуçламăшĕн хавхалануллă пайĕ çакăнпа вĕçленчĕ тесен те юрать. Сăмахне малалла тăснă май Михаил Игнатьев тĕрлĕ çĕршыв Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисем çĕршыв экономикине йывăрлăхсем кÿни çинчен каларĕ, çакă Чăваш Ене те пырса тиветех. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн çухатăвĕсем 3,3 млрд тенкĕ патнелле пулассине палăртнă. Çавна май хатĕр чылай проекта пурнăçлассине чарса тăма тивет. Республикăри предприятисенче 9 пинрен пуçласа 30 пин çын таран ĕçсĕр юлма пултарас хăрушлăх та пур. Эппин, бизнеса, ялхуçалăхне пулăшас, импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Экономикăн тĕрлĕ сферинчи лару-тăру çинчен тĕплĕнрех экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа пачĕ. 2014 çул пирки вăл «ансат мар çулталăк» тениех калаçу тиркевлĕ пулассине систерчĕ. Çапла, чылай енĕпе пĕлтĕр ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, «Экра», «Сеспель» предприятисем, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ, ытти компани ĕçлекен кашни çын пуçне туса кăларакан продукци хакĕ 3 млн тенкĕ патнеллех - ăмсанмалли кăтарту. Пĕлтĕр 11,8 пин çын ипотека илнĕ - çак укçа республикăра çĕкленĕ çурт-йĕрĕн 70% танлашать. Анчах инфляци те пысăк пулнă. Республикăра - 10,9% /Раççейре 11,4%/. Çакă вара Чăваш Енре çине тăрсах ĕç укçине ÿстернине сая янă теме те юрать - шалу ÿсĕмне инфляци «çисе янă».

2015 çул йывăр пулассине çулталăк пуçламăшĕ те кăтартать. Январьте промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак уйăхрин 91,6% чухлĕ кăна пулнă. «Промтрактор-Вакунра», «Трактор завочĕсем» концернăн ытти тытăмĕнче лару-тăру çăмăл марри шăпах çакăнта палăрать. Вакун туса кăларакансем производствăна диверсификацилеме ăнтăлаççĕ-ха, анчах грузовиксем валли кузовсем кăларма тытăнни вакунсен çухатăвне саплаштараймасть пулас. Апла пулин те министр чылай предприяти импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас ĕçе хутшăннă май çакă вĕсене кал-кал ĕçлесе кайма пулăшассине иккĕленмесĕр палăртрĕ. Çав вăхăтрах строительствăпа çыхăннă пысăк ĕçсем те пур: Шупашкарти Мускав кĕперĕн, Сĕнтĕрвăрри çулĕн реконструкцийĕ, ытти ĕç - вĕсене кăçалах пуçласшăн. Инфляци вара кăçал та пысăк пулать-тĕр: 15-18% - министр шăпах çак кăтартусене асăнчĕ.

Иртнĕ çул вĕçĕнче экономика «турбулентлăх зонине» кĕнине вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина аса илтерчĕ. Çавна май бюджетăн виçĕ вариантне хатĕрленĕ: никĕс шайĕнчи, 3,3 млрд чакармалли тата 5 млрд тенкĕ пĕчĕклетмелли. Хальлĕхе иккĕмĕшпе ĕçлеççĕ. Тăкаксене виçеллĕ тума тăрăшни - куçкĕрет. Патшалăх аппаратне тытса тăмалли расхутсене 17% чакарма йышăннă, унăн ĕçченĕсен шалăвне 10% пĕчĕклетнĕ. Светлана Александровна налуксене пухасси уксахлама тытăннине, хăшĕсем «вăрттăн схемăсен» еннелле сулăнма тытăннине те пытармарĕ.

Ялхуçалăхшăн вара ырă вăхăт çитрĕ теме те юрать-тĕр. Михаил Игнатьев та уççăнах калать: «Рынокра условисем лайăх. Мĕн туса илетпĕр - пĕтĕмпех сутăнать. Хаксем те йĕркеллĕ». Çавна май ялхуçалăхра иртнĕ çул палăрнă ырă туртăмсем кăçал та упранса юлни тĕлĕнтермест. Çĕр ĕçченĕ паян çуракине хатĕрленет. Республикăра 565 пин га йышăнакан лаптăксене акса-лартса хăвармалла - пĕлтĕрхинчен 6 пин га нумайрах. Çĕрулми лаптăкне 3 пин га ÿстересшĕн.

Ларура пысăк предприятисен ертÿçисем те сăмах илчĕç. Чапаев ячĕллĕ ПО гендиректорĕ Михаил Резников пĕлтĕр заводăн производство калăпăшĕ 31% ÿсни çинчен пĕлтерсе савăнтарчĕ. Çакăнта оборона саккасĕсем пысăкланнин витĕмĕ тĕп вырăнта. Тепĕр тесен, гражданла продукцие те ытларах туса кăларнă - пăр çапасран хÿтĕленмелли ракетăсенчен пуçласа резина мечĕксем таранах. Пĕлтĕр çĕнĕ 230 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Вăтам ĕç укçине 25 пин тенке çитернĕ. Производствăна хывакан инвестици виçи кăçал 170 млн тенкĕ пулĕ, çитес çул валли вара 630 млн тенкĕ палăртнă.

Олег Саевич та /«Экра»/ иртнĕ çула ÿсĕмлĕ вĕçлени çинчен каларĕ. Кризис пулăмĕсем пĕр енĕпе чăрмантараççĕ, çав вăхăтрах тепĕр енĕпе çул уçаççĕ теме те юрать: «Унччен çĕнĕ объектсене ют çĕршывсенчи конкурентсем илетчĕç, пире вара реконструкци кăна лекетчĕ. Халĕ эпир те çĕнĕ объектсем илессе шанатпăр». Валерий Васин та /Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ/ ĕç-пуçпа кăмăллă: «Оборона министерствин саккасĕсем кăçал та пысăк пулмалла - малашлăх шанчăклă. Пĕлтĕрхи ÿсĕм вара 43% танлашнă. Çавна май заводри ĕç укçи те иртнĕ çул вĕçĕнче 34 пин тенкĕ урлă каçнă, кăçал тата 30% ÿстересшĕн - уйăхри вăтам шалу 45 пин тенкĕрен те иртĕ». «Химпром» та пĕлтĕр продукци туса кăларассине ÿстерме пултарнă - пĕтĕмпе 6 млрд яхăн тенкĕлĕх. 4 пин çынна яхăн ĕçлекен предприяти ĕç укçине индексацилеме те вăй çитерет.

Андрей Можанов вара /«Промтрактор»/ кăтартусем çинчен асăрханарах калаçрĕ. Иртнĕ çул трактор тăвакансемшĕн çăмăл пулмарĕ. Трубоукладчиксене, бульдозерсене сахалрах туянни такăнтарать. Пĕлтĕр пĕтĕмпе те 313 машина кăна туса кăларнă - виçĕмçулхинчен 25% сахалрах. Красноярскран комбайн производствине кунта куçарни /120 млн тенкĕлĕх техника туса кăларнă/, Никарагуа саккасĕпе тракторсене комплектлани те йывăрлăхсене парăнтарма пулăшайман. Çапах тенкĕ йÿнелнине кура пирĕн техника конкурентлăхĕ ÿсет те - тен, çакă малалла талпăнма пулăшĕ? Çĕнĕ йышши техника кăларни те - аталанмалли çулсенчен пĕри. Çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçламалли çăмăл трактор, карьерта ĕçлемелли йывăр трактор, ялхуçалăхĕнче усă курмалли трактор - заводăн «ассортименчĕ» анлăлансах пырать. Кирек мĕнле пулсан та халĕ саккассем хушăнни сисĕнет, çавăнпа çĕнĕ ĕç вăйĕ те кирлĕ.

Банкирсене те сăмах пачĕç. Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский банк тупăшлă ĕçленине палăртнипе пĕрлех предприятисене кредит панă чухне заемщиксене питĕ тĕплĕ тĕрĕсленине йышăнчĕ - «çĕнĕ проектсем тĕлĕшпе питĕ тимлĕ». Кредитсен процент виçисене ÿстерме тивнĕ - 18-20% кивçен параççĕ. «Уйрăм предприятисем тĕлĕшпе ыйтусем пур, анчах эпир вĕсене алă тăсса пама хатĕр - кредита тавăрса парассине реструктуризацилеме сĕнетпĕр», - терĕ Юрий Борисович. Ирина Письменская та /Россельхозбанк/ заявкăсем нумаййине палăртрĕ: «Ялхуçалăх предприятийĕсемпе кăна мар, строительсемпе те, ял çыннисемпе те нумай ĕçлетпĕр. ЛПХ валли кредит илесси, чăн та, халĕ чакрĕ, мĕншĕн тесен ипотека - тупăшлăрах».

Ларăвăн «анлă» пайĕ 2014 çулта экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернисене Министрсен Кабинечĕн Грамотине парса хавхалантарнипе вĕçленчĕ. ЧР Пуçлăхĕн аллинчен сумлă наградăна «Акконд», «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ», «Лента» АУОсен тата Етĕрнери кирпĕч завочĕн ертÿçисем илчĕç - ĕçлекенсен йышне кура уйăрнă «номинацисемпе» ăмăртура шăпах çак предприятисем мала тухнă.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: