Çăлавçăсен ĕçĕ пархатарлă

Чăваш Енри çăлавçăсем пушарсенче, синкерлĕ лару-тăрура, çул çинче пулнă пысăк аварисенче шар куракансене пулăшаççĕ. Кăçал вĕсем 731 çын пурнăçне çăлса хăварнă. Тата — 623 миллион тенкĕлĕх пурлăха.

Çак цифрăсемпе Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор паян РФ Çăлавçă кунне халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире паллаштарчĕ. Вăл ку праçнике Раççейре 28 çул каялла çирĕплетнине пĕлтерчĕ. 28 çул хушшинче çăлавçăсем питĕ нумай ырă ĕç тунине палăртрĕ. «Çак ĕç питĕ кирлĕ те пархатарлă. Çăлавçăсем нумай чухне хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне хĕрхенмесĕр инкеке лекнисене пулăшма васкаççĕ. Сире пурне те килĕре яланах сывă та чĕрĕ таврăнма сунатăп», — терĕ Станислав Антонов пухăннисене професси уявĕпе саламланă май.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне çăлавçăсем патне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çитерчĕ: «Эсир чи харсăр та пархатарлă, йывăр та хăрушă ĕçсенчен пĕрне суйласа илнĕ. Ăна пурнăçлама хăюлăхпа чăтăмлăх, пысăк ăсталăх кирлĕ…» Премьер-министр пурне те çирĕп сывлăх, телей сунчĕ.

Çăлавçăсене професси уявĕпе çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев саламларĕç.

Ĕçре палăрнисене наградăсем парса чысларĕç. Граждан оборонин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Иван Моторин премьер-министра Раççей МЧСĕн «Арми генералĕ Алтунин» астăвăм медальне пачĕç. ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрне Александр Коршунова вара — «Василий Чуйков маршал» медальпе. Вут-çулăмпа кĕрешнĕ чухне хăюлăхпа палăрнă пушарнăйсен, тивĕçĕсене питĕ лайăх пурнăçлакан çăлавçăсен кăкăрĕ çинче «Пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн», «Лайăх службăшăн» тата ытти медаль ялкăшма пуçларĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас