Çăлăнăç бункерĕ
Журналист ĕçĕ çавăнпа интереслĕ — таçта та илсе çитерет. Тем те курнă темелле ĕнтĕ, анчах çĕр айĕнчи бомбоубежищĕре пулса курманччĕ. Çавăнпа МЧСăн республикăри тĕп управленийĕ Граждан оборонин çулталăкне халалланă пресс-тура хутшăнса çĕр айĕнчи ГО хÿтлĕх сооруженине анма сĕннине хаваспах йышăнтăмăр.
94-мĕш убежище Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦăн администраци çурчĕн айĕнче вырнаçнă. Электростанцире пайтах пулнă, анчах çурт айĕнче çавнашкал сооружени пулнине тавçăрман та. Тĕрĕссипе, унашкал объектсем «сивĕ вăрçă» вăхăтĕнче хисепре пулнă — халь унашкаллисем юлман та пуль тесе шухăшланă. Юлнă кăна мар, ĕçлеççĕ те! Пĕтĕмпех юсавлă, çынсене йышăнма хатĕр.
ТЭЦăн администраци çурчĕн алăкне уçсан кĕтмен çĕртен «Пушар тревоги! Пурне те эвакуаци çулĕсемпе тухма ыйтатпăр!» тени янăраса кайнине илтсе самантлăха аптăраса та ÿкрĕмĕр. Станци директорĕ Газретали Оруджов лăплантарчĕ: «Ан шикленĕр — вĕренÿ тревоги кăна».
Картлашкасемпе аялалла анатпăр. Чылай анмалла. Çапла пулмасăр — хÿтлĕх сооруженийĕ ултă метр тарăнăшĕнче вырнаçнă. Ун çийĕн — çавăн хулăнăш тăпрапа бетон. Паллах, никам та тĕрĕслесе-сăнаса пăхман, анчах çак бункер çур тонна ытла таякан авиабомба взрывне те тÿсмелле. Шанчăклă!
Çак шанчăклăх убежищĕне кĕнĕ чухнех курăнать. Алăкĕ — тимĕртен, тем хулăнăш. Ăна çăмăллăнах уçаймăн та, хупаймăн та. Шывай киммин отсекĕн люкне кăлтăрмач евĕр хатĕре çавăрса хупнине курнă-и — кунта та çавăн пекех. Çакнашкал алăксем — виççĕ. Çÿлти çурт ишĕлнĕ май пĕри е иккĕшĕ хупланчĕç тĕк — тепри юлатех, эвакуаци чăрмавлă пулмĕ. «Шалтан питĕрсен тултан уçаймăн — тăшман кĕреймĕ», — шÿтлерĕç энергетиксем. Тăшман кăна мар, тултан таса мар сывлăш та кĕмест. Юрĕ, йĕркипе каяр.
Убежище 700 çынна йышăнма, вĕсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне автономлă майпа тивĕçтерме май парать. Паллах, электростанцире ун чухлĕ çын ĕçлемест. Эппин, предприяти тулашĕнчен те хула çыннисене йышăнма «саппас» пур.
700 çын пухăнсан 600 тăваткал метрлă убежищĕре хăтлăх пирки ĕмĕтленеймĕн, анчах инкек вăхăтĕнче çынсем кунта канма килмеççĕ вĕт — хăрушлăх сирĕличчен тÿсмелле. Çапла тумашкăн пĕтĕмпех пур. Çынсем виçĕ талăк таран пурăнассине тĕпе хунă. Кирлĕ тĕк — ытларах та пулма пултараççĕ. Апат-çимĕç, ĕçмелли шыв саппасне хатĕрленĕ — çын пуçне ултă литр таран. Сиплев кирлисене медпункт йышăнĕ — унта та васкавлăн кирлĕ медикаментсем пĕтĕмпех пур. Çак саппаса вăхăт-вăхăтпа çĕнетсех тăраççĕ.
— Çак ещĕксенче — противогазсем, — кăтартать МЧСăн тĕп управленийĕн пай пуçлăхĕ Павел Егоров. — Станци ĕçченĕсенчен кашнинех — хăйĕн противогазĕ. Пуç виçине кура çак хатĕрсем тĕрлĕ вĕт — виçеллĕ пулмалла. Акă, пăхăр: кашни противогаз сумки çинче хушамат палăртнă ярлăк пур.
Убежищĕн чи пысăк пÿлĕмне икĕ хутлă тимĕр нарсем вырнаçтарнă. Кашни нар — пилĕк çын валли: çÿлти хутра пĕри выртса канать, тăваттăшĕ аялта лараççĕ. Питĕ хăтлă тееймĕн, анчах çакă та — чрезвычайлă лару-тăру палли. Хăма çинче выртма, паллах, меллех мар — «матрас параççĕ-ши?» «Хăвăрпа пĕрле илсе килсен кăна», — терĕç энергетиксем.
Кунтах — команда пÿлĕмĕ. Хăйнеевĕр штаб темелле ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, пĕр-пĕр ахаль ĕç пÿлĕмĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Телефонсем, компьютер... Чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче ТЭЦ ертÿçисем станци ĕçне шăпах çакăнтан йĕркелеççĕ — «çÿлтисемпе» çыхăну шанчăклă пулмалла. Унта вара, «çÿлте», станцин дежурнăй смени юлать — вăл бункера анмасть, электростанцие ĕçлеттерет.
Убежище çĕр айĕнчи ахаль хÿшĕ кăна мар. Кунта — кăткăс инфратытăм. Хÿтлĕх сооруженине ĕçлеттерессишĕн яваплă звено çивĕч лару-тăрура мĕнле мерăсем йышăннипе хăнасене куçкĕрет паллаштарчĕ.
«Шлюзсене хупăр! Вентиляцие хута ярăр!» Çак команда хыççăн звенори çынсенчен кашниех хăйĕн вырăнне васкарĕ. Тепĕр самантран çутă сÿнчĕ. Тулашри централизациленĕ çăлкуçран электричество килме пăрахрĕ ĕнтĕ. Анчах темиçе çеккунт кăна иртрĕ — дизельгенератор сас пачĕ, лампочкăсем каллех çуталса кайрĕç. Тепĕр пÿлĕмрен хăлха та йывăррăн йышăнакан, нăйлакан сасă илтĕнет. «Вентиляци ĕçлесе кайрĕ, — ăнлантарать Газретали Оруджов. — Унта фильтрсем вырнаçнă». Пÿлĕме уçсах кăтартрĕ. Çак фильтрсем — тем пысăкăш противогаз пек: тултан кĕрекен сывлăша тасатаççĕ. Анчах убежище тулти сывлăшсăр та пурăнма пултарать — дизель генератор пулăшнипе кунтах кислород генерацилеме май пур.
...Çĕр айĕнчен тухрăмăр — çăмăл пулса кайрĕ. Мирлĕ вăхăтра та кунашкал сооруженире чунра лăпкă мар — чрезвычайлă лару-тăрура мĕнлереххине тавçăрма кăна пулать. Анчах убежище çынсен хÿтлĕхне тивĕçтересси иккĕлентермест — çакă лайăх. Шупашкарти ТЭЦ-2 убежищи — республикăри чи пысăк ГО хÿтлĕх сооруженийĕсенчен пĕри. Тепĕр тесен, кунашкал сооруженисем питĕ лайăх пулин те вĕсемпе хăйсен тĕллевĕпе усă курма ан тивтĕрех. Паян 94-мĕш убежищĕпе граждан оборонин занятийĕсене ирттерме кăна усă кураççĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Н.ВАСИЛЬЕВ сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас