Бюджетăн пысăк пайне – социаллă тытăма пулăшу кÿме

12 Раштав, 2019

КĔСКЕН

— Светлана Александровна, эсир мĕншĕн финансист пулса тăтăр?
— Ачаранпах тимлĕ пулма хистекен, тĕплĕн шухăшламалли занятисем килĕшетчĕç. Темиçе сехет пĕр вырăнта лараттăм, ребуссен, сăмах каçмăшсен, сканвордсен тупсăмне шыраттăм. Шкулта юратнă предметсем алгебрăпа геометриччĕ. Аслă классенче мана экономика кăсăклантарчĕ. Çак ăслăлăха тĕпчеме пуçласанах мĕн пур тытăмра финанс ыйтăвĕ сиксе тухнине тавçăртăм. Медицинăра, вĕрентÿре, строительствăра, спортра, культурăра тĕрлĕ енлĕ анализ кирлĕ. Материалсене туянмашкăн, ĕçсене пурнăçламашкăн тĕрĕс шутламалла. Професси суйланă чухне иккĕленÿ пулмарĕ.
— Чун киленĕçĕ валли вăхăт юлать-и?
— Çак ĕмĕрте, канупа ыйхă валли питĕ сахал вăхăт юлнă чухне, киленĕç валли вăхăт тупмашкăн çăмăл мар. Анчах пĕрмай стресра пурăнма май çук. Спортпа кăсăкланни сывлăш çавăрса илме май парать. Эпĕ чупатăп.
Сирĕн юратнă кĕнеке.
— Эрих Мария Ремаркăн «Искра жизни» хайлав — чи кăмăлланисенчен пĕри. Çак кĕнекене çамрăк чухнех шĕкĕлчесе тухрăм. Унта сăнланнă пулăмсем халĕ те чĕрере. «Искра жизни» — харпăр хăй вăйне ĕнентерекен роман. Автор хăнăхнă япаласене урăх куçпа сăнама, пурнăçри вак-тĕвек пулăмсене хаклама сĕнет. Пурне те çак кĕнекене вулама сĕнетĕп.
Сирĕн девиз пур-и?
— Манăн пурнăç девизĕ Николай Заболоцкин «Не позволяй душе лениться…» сăввинче яр уççăн сăнланнă. Унти йĕркесем аталанма, ĕçе юратма, палăртнă тĕллевсене парăнтарма вĕрентеççĕ.

<....> Тулли верси...

www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.