Больницăсенче уçă алăксен кунĕ иртĕ

Нарăсăн 22-мĕшĕнче республикăри больницăсенче Уçă алăксен кунĕ иртĕ.

Усал шыçăпа кĕрешес уйăхлăхпа килĕшÿллĕн Республикăри онкологи диспансерĕнче шыçă чирĕсен профилактики пирки калаçĕç, лекци вулĕç.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — шыçă чирĕсенчен вилессине чакарасси. Стоматолог тухтăрсем АФС аппарат пулăшăвĕпе онкоскрининг ирттереççĕ. Пациентăн та сыхă тăмалла. Çăварти онкочирсен 70% 3-4—мĕш тапхăра çитнисем. Кашнинех çулталăкра икĕ хут стоматолог патне çитмелле, больницăсен çумĕнчи сывă шăлсен шкулне çÿремелле.

Канашри медицина центрĕнче кĕçĕн çулти ачасене йышăнĕç. Ыран пациентсен специалистсем патне кĕме май пулĕ. Ирхине ачасем анализ парĕç, отоларинголог, офтальмолог, невролог вĕсен сывлăхне тĕрĕслĕç.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас