Больницăсенче Уçă алăксен кунĕ иртĕ

15 Пуш, 2018

Пушăн 17-мĕшĕнче республикăри хăш-пĕр больницăра Уçă алăксен кунĕ иртĕ, çавна май çынсем тухтăрсемпе, специалистсемпе канашлама пултарĕç.

Республикăри наркологи диспансерĕ Уçă алăксен кунне ирттернĕ май эрех-сăрапа ытти хутăша пырса тивекен ыйтусене çĕкленĕ май профилактика йĕркелĕ. Наркологсемпе психлогсем уйрăмах çуттисĕр пурăнма пултарайман хĕрарăмсемпе ĕçлеме тăрăшĕç.

Психотроплă хутăшсемпе айкашакансене сыватас ыйтусемпе диспансерăн хăть те хăш уйрăмĕ те йышăнĕ. Регистратура телефонĕ — 23-41-68.

Ачасемпе çамрăксен уйрăмĕ тĕпренчĕкĕ наркотикпа çыхланман-ши тесе шухăшлакан ашшĕ-амăшĕпе курса калаçма хатĕр. 62-63-63 телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Наркодиспансер 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен йышăнĕ.

Хулари ача-пăчасен 2-мĕш больници те Уçă алăксен кунне хутшăнать. Ывăл-хĕрĕн сывлăхне педиатрпа, неврологпа, офтальмологпа, кардиологпа, отоларингологпа, гинекологпа сÿтсе явма пулĕ. Анализсем те йышăнĕç.

Республикăри кардиологи диспансерĕн тухтăрĕсем те ирхи 8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен консультаци иртерĕç. Юн пусăмне килте те тĕрĕслесех тăмаллине аса илтерĕç вĕсем. Чĕре чирĕсенчен асăрханмаллине те палăртĕç. Çырăнмашкăн регистратурăна /8352/62-00-25 номерпе шăнкăравламалла.

Теги: 

Комментари хушас