Бизнесменсемпе тĕл пулнă

18 Авăн, 2015

Сентябрĕн 16-17-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Мускавра командировкăра пулнă. Тĕп хулара вăл официаллă мероприятисене хутшăннă, ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.

Юнкун Михаил Игнатьев Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительствинче Раççейри паллă бизнесменсемпе - Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн генеральнăй канашĕн президиумĕн членĕпе, «Фабрикант.ру» ООО гендиректорĕпе, «:uperJов» хуçисенчен пĕринпе, «НАИЗ» НП гендиректорĕпе Сергей Габестрăпа, «Ĕçлĕ Раççейĕн» генеральнăй канашĕн членĕпе, «ТехноНИКОЛЬ» корпораци никĕслевçипе тата президенчĕпе, ЧР Пуçлăхĕн канашçипе Сергей Колесниковпа - курнăçнă.

Чăваш Ен «ТехноНИКОЛЬпе» икĕ çул тачă çыхăну тытса ĕçлет. Михаил Игнатьев Сергей Колесникова республикăра строительство отраслĕн специалисчĕсене хатĕрлекен, вĕрентĕве çÿллĕ шайра йĕркеленĕ центрсем туса хумалли проекта ăнăçлă пурнăçланăшăн тав тунă. Аса илтерер: корпорацин Шупашкарти çĕнĕ вĕренÿ центрĕсене пĕлтĕрхи ноябрьте уçнăччĕ. Кĕске вăхăтра вĕсем вăй илчĕç, строительство отрасльне, Чăваш Енĕн вĕрентÿ тытăмне аталантармашкăн хушма хăват пачĕç. Паян вĕсенче Чăваш Ен специалисчĕсем энерги енĕпе тухăçлă технологисене алла илеççĕ, изоляци материалĕсемпе усă курмалли тĕп меслетсене вĕренеççĕ, çавăн пекех вĕсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ.

Çавна май пысăк ăсталăх кирлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, ĕç тухăçлăхĕ ÿсет, строительство об<­ек­­­­­­­чĕсен пахалăхĕ лайăхланать, отрасльте конкурентлăх вăй илет, чи кирли - строительство хăйхаклăхĕ чакать. Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче шăпах çак тĕллевсене тĕпе хунă.

Сергей Габестрăпа Чăваш Енĕн ялхуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Вăл республикăн ял хуçалăхне инвестици хывнă ĕнтĕ. Унăн планĕсем анлă. Чăваш Ен территорийĕнче çĕрулми, кишĕр çитĕнтермелли, çавăн пекех усă куракан ялхуçалăх çĕрĕсен лаптăкне ÿстермелли бизнес-плансем пур.

Раççейĕн чылай рагионĕнче ĕçлесе пысăк опыт пухнă Сергей Колесниковпа Сергей Габестро Чăваш Енре бизнес аталантармалли условисем лайăххине, çавăн пекех республикăн патшалăх влаçĕн органĕсем регион территорийĕнче пурнăçлакан проектсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнине, предпринимательсен пуçарăвĕсене пулăшма хатĕррине палăртнă. Тĕлпулура çавăн пекех ытти ыйтăва та сÿтсе явнă.

Н.АНДРЕЕВ

Рубрика: 
Автор: