БИОЛОГИ СЕХЕЧĔПЕ КИЛĔШӲЛЛĔН

23 Пуш, 2016

Юлашки вăхăтра пирĕн шалти биологи сехечĕпе çыхăннă темĕн тĕрлĕ хыпар вулама пулать. Тĕслĕхрен, Америка ăсчахĕсем этем организмĕпе талăкра пулса иртекен улшăнусене шута илсе ятарлă сĕнÿсем хатĕрленĕ. Вĕсем пире те кирлĕ пулма пултараççĕ.

Çур çĕр иртни 1 сехет. Çак вăхăт тĕлне çынсенчен чылайăшĕ виçĕ сехете яхăн çывăрать ĕнтĕ, ыйхăн пĕтĕм тапхăрĕ урлă тухма ĕлкĕрет. Çак тĕле çăмăл ыйхă тапхăрĕ пуçланать, çавăнпа хăвăртах вăранма пултаратпăр. Шăпах çак сехетре эпир ыратнине уйрăмах сисĕмлĕ.

2 сехет. Шалти органсенчен чылайăшĕ ĕç хăвăртлăхне вăрахлатать. Пĕвер вара кану вăхăчĕпе япаласен ылмашăнăвне вăйлатма, организмран наркăмăшсене кăларма усă курать. Çывăрмастăр пулсан чей те, кофе те, алкоголь те ĕçмелле мар. Пĕр стакан шыв е сĕт ĕçсен лайăхрах.

3 сехет. Организм канать. Ан­чах çак вăхăтра çывăрма тивмест пулсан та ĕçе пуçĕпех кĕрсе ÿкмелле мар. Ку тапхăрта — юн пусăмĕ чи пĕчĕкки, чĕре таппипе сывлав вăрахланнă.

4 сехет. Юн пусăмĕ пĕчĕк-ха, пуç мимине юн чи сахал пырса тăрать. Çынсенчен чылайăшĕ çак сехетре вилет. Организм питĕ вăрах ĕçлет, анчах хăлха илтесси çивĕчленет. Кăшт шав та вăратма пултарать.

5 сехет. Пÿресем канаççĕ, шĕвек тухмасть. Ыйхăн пĕтĕм тапхăрĕсем темиçе хут та иртсе кайнă. Çак вăхăтра вăранакансем хăйсене хастар туяççĕ.

6 сехет. Юн пусăмĕ ÿсет, чĕре васкарах тапать, юн хăвăртрах куçать. Эпир татах çывăрасшăн пулсан та организм вăранать.

7 сехет. Организмăн хÿтлĕх хăвачĕ уйрăмах вăйлă. Çак сехетре вăл бактерисемпе тата вируссемпе çăмăллăнах кĕрешет.

8 сехет. Организм каннă, пĕвер наркăмăшлă япаласене пĕтĕмпех кăларнă. Çак вăхăтра алкоголь ĕçме пачах юрамасть, мĕншĕн тесен вăл пĕвер ĕçне питĕ хытă йывăрлатать.

9 сехет. Ăс-тăн хастарлăхĕ ÿсет, ыратнине туясси чакать. Чĕре туллин ĕçлет.

10 сехет. Вăй-хал ÿсет, эпир хамăра лайăх туятпăр, кирек мĕнле йывăр ĕçе тытăнма та хатĕр тăратпăр. Энерги кăнтăрлаччен те чакмасть. 10 сехет — ĕçлемелли чи лайăх вăхăт.

11 сехет. Чĕре пирĕн ăс-тăн хастарлăхĕпе килĕшÿллĕн пĕр тан тапать.

12 сехет. Вăй-хал чылай-ха. Çак сехетре нумай çимелле мар, кăнтăрлахи апата каярах хăварсан лайăх.

13 сехет. Пĕвер канать, юна глюкоза сахалрах кĕрет. Кăнтăрлахи хастарлăхăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Ывăннине туятпăр — канмалла.

14 сехет. Энерги чакать, пи­рĕн реакци вăрахланать. 24 сехет хушшинче ку иккĕмĕш хут çапла пулса иртет.

15 сехет. Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Туйăмлăх органĕсем, чи малтанах шăршăпа тутăна пĕлекеннисем, уйрăмах сисĕмленеççĕ. Апатпа киленме юратакансем шăпах çак сехетре сĕтел хушшине лараççĕ.

16 сехет. Юнри сахăр шайĕ ÿсет, анчах вăл часах чакать.

17 сехет. Пирĕн ĕç тухăçлăхĕ пысăк-ха. Спортсменсем шăпах çак вăхăтра тренировкăсем ирттереççĕ.

18 сехет. Каллех ыратнине вăйсăртарах туятпăр. Хускану кирлине туйма пуçлатпăр, анчах ăс-тăн хастарлăхĕ майĕпен чакать.

19 сехет. Артери юн пусăмĕ ÿсет, нервсем карăнаççĕ, сăлтавсăрах тенĕ пек хирĕçÿсем сиксе тухаççĕ. Аллергиксемшĕн япăх вăхăт. Пуç ыратма пултарать.

20 сехет. Кĕлетке виçи чи пысăк шая çитет. Реакци çав тери хăвăртланать. Водительсем уйрăмах тимлĕ: çак тапхăрта çулсем çинче авари те сахалрах пулать.

21 сехет. Ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, астуса юласси каллех ла­йăх­ланаççĕ. Çак тапхăр — студентсемпе артистсене мĕнле те пулин текст е роль вĕренме меллĕ.

22 сехет. Лимфоцитсен шучĕ ÿсет, ÿт-пÿ температури чакать.

23 сехет. Организм çывăрма хатĕрленет, анчах клеткăсене çĕнетме чарăнмасть-ха.

24 сехет. Çак вăхăта икĕ сехет çывăратпăр пулсан, тен, пире çав тери кăмăллă тĕлĕк тĕлленет. Халĕ пирĕн организм ытлашшинчен тасалса шайлашăва йĕркене кĕртет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.