Ай хуняма, хуняма!

20 Нарăс, 2018

Манăн хуняçа çук, хуняма çеç. Но сато хуняма тăк хуняма!
Тĕлĕнетĕп, мĕншĕн çамрăк арçынсем хăйĕн юратнă арăмĕн амăшне хурлаççĕ? Эпĕ, унăн ырă кăмăллăхне хам курнăскер, ăна çĕклесе çÿреме хатĕр.
Арăмпа урлă сăмахсем калани пулкалать-ха хăш чух. Е ĕçрен юлса таврăнатăп-и, е урай çума манатăп – тем те тупăнать. Хунямапа вара – тьфу-тьфу-тьфу! ан куçăхтăрччĕ çеç – пĕр урлă сăмах та пулса курман.
Урлă тетĕп-ха тата. Пĕтĕмпех вăшăл-вăшăл тăрăхла, тепĕр майлă каласан – пыл та çу. Хунькассине кайсан кăшт курăнатăп-и кăна – хирĕç хуняма аллисене ик еннелле сарса чупса тухать: «Ай, кĕрÿ, мĕнле килме пĕлтĕн?! Шăнтăн пуль, ывăнтăн пуль? Кÿр аттуна çуса тасатса лартам. Эсĕ унччен сăра ĕç-ха».
Сăри вара специальна мана валли вĕретнĕскер: кăпăклă, çăра, пылпа пыллантарнăскер, кăрчама теççĕ-и-ха ăна. Эпĕ икĕ алтăр çавăрса хуратăп та – айда пошолски на поковой, леш ырлăх-сипет тĕнчине. Ай, лайăх! Сĕт кÿллинче ярăнса ишетĕп пек, алпа авăсса мар, темĕнле хăй тĕллĕн куçакан матрас çинче. Пуç айĕнче – кăпăш минтер, çурăм айĕнче лĕп-лĕп сĕртĕнет ăшă хум.
Мĕнрен пуçланчĕ-ха ку ырлăх? Эпĕ хам ытла та лайăхран та лайăх çветтуй мар. Ытти хĕрарăмсен мăшăрĕсем пекех ни шаткă, ни валкă. Леш килте юхтарнине те, лавккарисене те сĕре юрататăп. Хăмăр кĕленчерисем-и е çутă пăкăллисем – тиркеместĕп. Шăпах çав хĕрĕх гратăслисенчен тапранса кайрĕ те ĕнтĕ хунькассинчи пĕтĕм имлĕх-симлĕх.
Пĕррехинче çапла арăмпа пĕрлешнĕ хыççăнхи Çĕнĕ çула хунькассине кайрăмăр. Тамульăн, хамăн мăшăрăн кумĕ те çав ялсемех, шăпах уяв каçхине кун çути курнăскер.
Пĕр каçрах икĕ праçник: Çĕнĕ çул тата менелник. Ирчченех куç хупмасăр савăнмалла пулать. Йыхравĕ тахçанах килнĕ. Парни-мĕнне илтĕмĕр те кил питĕрсех йăкăртаттартăмăр кум патне.
Пÿрт тулли хăна сĕрлет, вĕрлет.
Кĕрекере эпир — Çĕпритун Петĕрĕ, Тарас Çомокĕ, Ехрем Тихăнĕ маттурсем — самăй кĕтесре. Ĕçмелли-çимелли – кайăк сĕчĕ таранах.
– Кивĕ çул лайăх иртсе кайнăшăн çĕклер черккене! – уçă саспа сĕнет тамада. – Тĕппипе ĕçмесен хуняма савмасть.
Стакан тĕпĕсем йăлтăрт! пăхса илеççĕ маччана.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.