Юрий ПЛОТНИКОВ

9 Çĕртме, 2014

Пирĕн ентешсем - çĕр-шыв чемпионĕсем

Спорт мелĕпе утакансен Раççей чемпионачĕ Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринче тата "Олимпийский" стадионта, малтан палăртнă пекех, икĕ куна пычĕ. Чемпионат парнисемшĕн тата çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисене кĕме тивĕçлĕ пулассишĕн Мордва, Чăваш, Удмурт республикисен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисен, Новосибирск, Пенза, Кемĕр, Мускав, Иваново облаçĕсен тата ытти хăш-пĕр регионăн чи пултаруллă спортсменĕсем тупăшрĕç. Командăсен хушшинче малти вырăнсене Мордвапа Чăваш республикисен тата Мускав атлечĕсем йышăнчĕç.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

5 Çĕртме, 2014

Спортсменсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ

Çĕртме уйăхĕ яланах хĕрÿ ăмăртусен тапхăрĕ пулнă. Кăçал та çаплах пулĕ. Чи пысăк та пĕлтерĕшли - футболистсен тĕнчери XX чемпионачĕ. Ăмăрту Бразилире çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуçланать.

Pages