Спортсменсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ

5 Çĕртме, 2014

Çĕртме уйăхĕ яланах хĕрÿ ăмăртусен тапхăрĕ пулнă. Кăçал та çаплах пулĕ. Чи пысăк та пĕлтерĕшли - футболистсен тĕнчери XX чемпионачĕ. Ăмăрту Бразилире çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуçланать. Чемпионата хутшăнма тивĕçнĕ 32 команда малтан ушкăнсенче вылять, финала тухассишĕн кĕрешет. Раççей футболисчĕсем Корея, Бельги, Алжир спортсменĕсемпе ăмăртаççĕ.

Раççейпе республика шайĕнче те вун-вун ăмăрту пулĕ. Çитес кĕçнерни кунпа эрне кун Кÿкеçри стадионта ялти спортсменсен республикăри çуллахи вăййисен ялавĕ вĕлкĕшĕ. Районсенчен пухăнакан спорт тусĕсем чи пултаруллисен ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешме хатĕр. Вĕсем волейбол, армспорт, теннис, çăмăл атлетика, кĕрешÿ, полиатлон турнирĕсенче, кире пуканĕ йăтас, вĕрен туртас тата ытти енĕпе вăй виçĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх - унта тĕрлĕ район-хуларан 100 ытла спортсмен хутшăнĕ.

Çак эрнерех Шупашкарта спорт мелĕпе утакансен çĕр-шыв чемпионачĕ иртĕ. Кунашкал ăмăртусене пирĕн патра ытти çул та сахал мар йĕркеленĕ. Çулталăк каярах залив хĕрринчи трасса çинче чемпион ятне Мордва спортсменĕ Андрей Рузавин, Самар облаçĕнчен килнĕ Юрий Андронов, Челябинскри Лина Бикулова çĕнсе илнĕччĕ. Пирĕн ентешсем Петр Трофимов, Александр Яргунькин, Светлана Васильева малти вырăнсене йышăннăччĕ. Хальхинче еплерех çитĕнÿсемпе савăнтарĕç чăваш атлечĕсем? Çÿлерех асăннă утакансемсĕр пуçне старта тухма Вера Соколова, Марина Пандакова, Эдик Хайбуллин, Андрей Архипов, Кирилл Фролов, Ксения Михайлова тата ытти хăш-пĕр çамрăк спортсмен хатĕрленет. Расписанипе килĕшÿллĕн залив хĕрринче кăнтăрла хĕрарăмсемпе арçынсем 20 километра утса тупăшĕç, каç кÿлĕм «Олимпийский» стадионта çамрăксем ăмăртĕç. Чемпион парнишĕн тата Европăри ăмăртăва хутшăнассишĕн арçынсен 50 километрлă дистанцире çăмăл мар экзамен тытма тивĕ.

Спорт мелĕпе утакансен сезонĕ ака уйăхĕнчех пуçланнă. Çак тапхăрта республика спортсменĕсем темиçе турнирта та вăй виçме ĕлкĕрчĕç. Етĕрне районĕнчи Советскинче Европа тата тĕнче чемпионкин Алина Ивановăн парнисене çĕнсе илессишĕн пысăк ăмăрту иртрĕ, унта Чăваш Енри чи пултаруллă 120 çамрăк атлет тăватă виçере тупăшнă. Чи сумлă парнесене Канаш районĕнчи Дмитрий Тимофеевпа Валерия Архипова, Элĕк тăрăхĕнчи Денис Ивановпа Анна Степанова, Муркашри Роман Куликовпа Александра Вострейкина тата ыттисем çĕнсе илнĕ. Пĕр тăван тренерсен Василий, Геннадий, Виктор Семеновсен тăван ялĕнче - Элĕк районĕнчи Мăн Вылă - иртнĕ ăмăртăва 162 çамрăк хутшăннă. Республикăри паллă çынсен парнисен ытларах пайне Элĕк спортсменĕсем тивĕçнĕ, Муркашпа Канаш каччисемпе хĕрĕсем те маттур пулнă.

Раççейĕн спорт календарĕнче çавăн пекех çăмăл атлетсен нумай енлĕ кĕрешĕвĕ, юниорсен чемпионачĕ пур. Шупашкар ку ăмăртусене хăнăхнă ĕнтĕ. Пенсионерсен Раççейри спартакиадинче вара пурсăмăр та халĕччен пулса курманччĕ-ха. Пĕрремĕш ăмăрту çĕртме уйăхĕн 10-12-мĕшĕнче иртĕ. Хулари «Спартакпа» «Олимпийский» стадионсенче тивĕçлĕ канăва тухнă спортсменсем теннисла тата волейболла выляса, бассейнра ишсе, тĕл персе, шахмат сĕтелĕ хушшине ларса, кĕске дистанцисене чупса хăйсен хастарлăхне кăтартĕç.

Кăшт маларах Шупашкарта çăмăл атлетсен Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртрĕ. Стадиона курма пынисене Чăваш Республикин командинчи Евгения Смирнова йĕтре тĕртекенсен, Алина Прокопьева 5000 метра чупакансен тупăшăвĕнче, Марина Сизова 100 метрлă дистанцире çĕнтерсе савăнтарчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.