Вера ТИТОВА. Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин сăн ÿкерчĕкĕ.

22 Çурла, 2017

Паян Чăваш Енре Раççейĕн патшалăх ялавĕн кунне уявлаççĕ

Паян Чăваш Енре Раççейĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти иртет. Сăмах май каласан, паян республикăн культура учрежденийĕсен çурчĕсен малти енне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕсене çакнине иртен-çÿрен те асăрхарĕ пулĕ. Шупашкарти И. Яковлев проспектĕнче вырнаçнă Пичет çуртне те паян ялав уяв сĕмĕ кÿрет.